Чӑваш Республикинчи Наци банкӗ 100 ҫулхи юбилейне палӑртнă

Чӑваш Республикинчи Наци банкӗ 100 ҫулхи юбилейне палӑртнă

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республика территорийĕнче Раҫҫей Банкĕн хушма уйрăмне 100 ҫитнине палăртса уявланă торжествăлла пулăма хутшăннă.

Патшалăх управленийĕн ĕҫ-хĕлĕнче Центрбанк пĕлтерĕшĕ ҫав тери пысăк пулнине каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

«Чылай улшăнусем пулса иртрĕҫ. Экономика тĕлĕшĕнчен те чылай ырă енсем пулса иртрĕҫ, пысăк технологисен витĕмлĕхĕ палăрать, пĕр сăмахпа каласан самай ҫĕнĕлĕхсем пулса иртнĕ. Укҫа-тенкĕ енчен  улшăнусем пулса иртни куҫ кĕретех. Професси пĕлĕвне  ӳстерес тесе, хăйсен пĕлӳ шайне  лайăхлатса пырассишĕн тăрăшаҫҫĕ.    Сире хăвăра шана панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн, йăла-йĕркесене ăша хывса, Наци Банкне аталантарас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн тав тăватăп. Ҫĕр ҫул хушшинче чылай ырă енсемпе палăрчĕ асăннă банк», -  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн банк ĕҫченĕсене уйрăммăн палăртса каланă.  Паян учреждени ҫав тери пысăк аналитика ресурсĕсемпе   усă курса ĕҫлет.  Халăхăн финанс тĕлĕшĕнчен  пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассинче те чылай витĕм кӳнине асăннă Пуҫлăх.  Тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ таппинче, халăхăн финанс енĕпе пĕлӳ шайне ӳстерсе пырасси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать те, хăрушсăрлăх теми те малти вырăна тухать.

«Чăваш Республикинчи Наци Банкĕ регионта Раҫҫей Федерацийĕн Центрбанкăн умĕнче тăракан мĕнпур ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тĕллевлĕ ĕҫлет.  Шăпах та, граждансен финанс тĕлĕшĕнчен пĕлӳ шайне ӳстересси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать те», -   тенĕ Раҫҫей Банкĕн ГУ Атăл-Вятка Чăваш Республикинчи Наци Банкĕн Управляющийĕ Максим Фролов.   Финанс тĕлĕшĕнчен культура пайне ӳстерсе пырасси мĕнпур министерствăсем, ведомствăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе, тухăҫлă ĕҫлесе пынинчен те  нумай  килет.  Атăлҫи федераци округĕнче йĕркелесе ирттернĕ форум та ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Палăртса хăваратпăр, асăннă мероприятине Шупашкарта ака уйăхĕнче йĕркелесе ирттернĕ пулнă.  Ун чухне шăпах та, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă, пĕрне-пĕри кăсăклантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.  

Олег Николаев  ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Чăваш Республикинчи Наци Банкĕ хатĕрлесе тăратнă «Вăхăт тата Укҫа» куравпа вĕсен уйрăмĕн музейĕнче паллашнă.

 



05 августа 2022
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter