Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ачалăх вунăçуллăхĕпе килĕшӳллĕн мероприятисем йĕркелес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ачалăх вунăçуллăхĕпе килĕшӳллĕн мероприятисем йĕркелес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ачалăх вунăçуллăхĕпе килĕшӳллĕн мероприятисем йĕркелес енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ, шăпах та унта Олег Николаев ачасене валли нумай хутлӑ реабилитаци тытӑмне анлăлатма чĕнсе каланă.    

Олег Николаев нумай  шайлĕ реабилитаци тытăмне аталантарса вăй илтерсе пырасси пирки ыйтăва хускатнă.   Республикăри учрежденийĕсен ĕҫне регионсен хушшинчи шая илсе ҫитересси те пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăнине асăннă вăл.  «Енчен те туххăмрах кирек-епле чир-чĕре тупса палăртма пултарайратпăр пулсан, вĕсене ҫийĕнчех сыватма та ансатрах пулĕ», – тенĕ вăл.    Нумайăшĕ вăхăтпа сипленсен, каярахри тапхăрта вĕсем хăйсен сывлăхне упраса хăварассишĕн те тăрăшсах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма пикенет.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Владимир Гладнев хăйĕн сăмахĕнче вăраха кайса чирпе аптракансене, чир-чĕре кăштах та пулин чарса лартма витĕм кӳрекен «Медицина реабилитацийĕ» профилĕ пирки каласа кăтартнă.  Сусăр ачасене кулленхи пурнăҫра чир-чĕре парăнтарма пулăшакан условисем ҫинчен чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра виҫĕ шайлă медицина пулăшăвĕсемпе ачасене тивĕҫтернине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăнласах та, ачасем йывăр чирсемпе чирленĕ хыҫҫăн, ҫав тери хумхануллăн кулленхи пурнăҫа хăнăхса пыраҫҫĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ ятарлă специалистсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ведомствăсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва анлăрах сарса пыма, сусăр ачасене социаллă пулăшусемпе вăхăтра тивĕҫтерессипе ҫивĕчрех ĕҫлесе пыма чĕне каланă.  «Пирĕн яланах ачасем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кун пирки никамăн та манма юрамасть.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – чирлĕ ачасене вăхăтра тупса палăртасси, май пур таран пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе твĕҫтересси.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин вăраха кайса чирлеме пултаракан ачасене ҫивĕч тĕрĕслевре тытасси тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Вăл ачасем валли  Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе тата Чăваш Республикин Спорт министерствипе пĕрле килĕшсе пĕрлехи ĕҫ планне те пăхса тухсан аван.  Енчен те ҫӳлерех асăннă министерствăсем пĕрлехи мероприятисене ачасемпе пĕрле пурнăҫа кĕртсе пырсан, тен вĕсен пуласлăхĕ пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ», – тесе тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республики Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Сăмах май, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствире пĕтĕмлетӳ ĕҫĕсене туса ирттерме хушнă регион Пуҫлăхĕ.  Икĕ уйăх хушшинче тарăн тишкерӳ тунă хыҫҫăн, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене уҫăмлатасси пирки кирлĕ пек предложенисем хатĕрлесе тăратма чĕнсе каланă.

Тĕпрен илсен, республикăра ачасен пурнăçĕпе сывлăхне упрас, ăс-тăнне аталантарас, канма, спортпа туслашма майсем туса парас, хăрушлăхран сыхлас, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнисене хӳтĕлес, сусăр ачасене пулăшас тĕлĕшпе ачалăх вунăçуллăхĕн программипе килĕшӳллĕн  чылай ĕç туса ирттерни куҫ кĕретех. Çак шутра - спорт объекчĕсем, çĕнĕ шкулсем, больницăсем хута кайни те, ачасен сывлăхне санаторисенче çирĕплетни те, йышлă çемьесене патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшни те, тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерни те.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Лариса Арсентьева  хăйĕн сăмахĕнче, 2022 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе регионта 4 840 сусăр ача пулнине пĕлтернĕ, халăха социаллă пулăшу паракан ятарлă центрсем 3 555 ҫемйене  кулленхи тĕрĕслевре тытнине асăннă. Палăртмалла, вăл ҫемесенче  пурĕ 4031  сусăр ача шутланать. Чăваш Республикинчи Ĕҫпе  социаллă хӳтлĕх министерстви ҫумĕнче ачасене реабилитаци пулăшăвĕпе тивĕҫтерекен центр ĕҫлет.  Кунти медицина хатĕрĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Чир-чĕртен сывалнă хыҫҫăн, ачасене кулленхи пурнăҫ таппине тăма май паракан условисем те питĕ лайăх.  Ачасене  паха пĕлӳпе тивĕҫтереҫҫĕ, пушă вăхăтне те усăллă ирттерме тăрăшаҫьĕ специалистсем.    

Хальхи вăхăтра республикăра пултаруллă ачасене тупса палăртассипе те хастар тăрăшаҫҫĕ, вĕсен пултарулăхне малалла аталантарса пыма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратаҫҫĕ. Калăпăр, республикăра чӳк уйăхĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕччен, «Чăваш Республикин пултаруллă ачисем» ятпа  форум иртет.  Чăваш Республикин  культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахĕнче 20 пин ытла вăл конкурса хутшăннине хыпарланă.    Кун пек ĕҫе пысăка хурса хакланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Пултаруллă ачасене ӳлĕмрен те пысăк тимлĕх уйăрмаллине, вĕсене аталантарса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратмаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Ачасене аталанма условисем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çакă вĕсене Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса ӳсме пулăшнине палăртнă Пуҫлăх хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.



05 августа 2022
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter