Пахалăх - тĕп вырăнта
Шкул ачисене паха та техĕмлĕ вĕри апатпа тивĕçтересси Чăваш Енре тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çакна шута илсе республикăра çурма хатĕр апат кăларакан центр хута яма палăртаççĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленность продукцин саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвĕнче каларĕ.
«Пĕр вырăнта паха апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, тĕрĕслетпĕр, тепĕр çĕрте пĕçеретпĕр. Шкулсенче пирĕн пĕçермелли блоксем аван. Ку меле ĕçе кĕртмелле, унпа эпир тăкаксене те чакаратпăр», – палăртрĕ республика ертӳçи.
Чăваш Енре 410 шкулта вĕри апат çитереççĕ. 138 пĕлӳ çуртĕнче ăна аутсорсинг мелĕпе йĕркеленĕ, ыттисем хăйсемех пĕçереççĕ. Вĕренӳ учреждениĕсене начар апат-çимĕçрен сыхлас тĕллевпе Чăваш Енре «Меркурий» хушăм ĕçлет. Унта продукцин пахалăхĕ пирки пĕтĕмпех пĕлме пулать.
Кăçалхи ултă уйăхра 162 тĕрĕслев ирттернĕ. Йĕркене пăснă 700 ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Ку енпе тимлĕрех ĕçлемеллине каларĕç ларура. Тепĕр çивĕч ыйту вăл – интернет уçлăхĕнче эмелсем сутни. Кунта ултав эмелсем сутнă тĕслĕх чылай. Çакна шута илсе 44 сайта ĕçлеме чарнă. Ятарлă хушăмра халĕ эмелсемпе ĕçлекенсен 90 процентне шута илнĕ. 2024 çулчен çак кăтартăва 100 процента çитермелле.