Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Улатăр хули йĕркеленнĕренпе 470 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлать

Улатăр хулин хисеплĕ ҫыннисем!

Сире хула йĕркеленнĕренпе 470 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Кашни хулан - хăйĕн историйĕ. Вăл ăна пуҫарса яракансемпе ҫыхăннă. Улатăр - купсасем пурăннă ĕлĕкхи хула, вырăс православи культурин чĕри. Ҫавăн пекех электротехника оборудованийĕсем тата авиаципе космос техникин, автомобильпе чукун ҫул транспорчĕсен хатĕрĕсене кăларакан промышленноҫ центрĕ шутланать.

Улатăрăн архитектурине тĕрлĕ тапхăр стилĕсем хутăшса пĕрлешни илем кӳрет, сăн-сăпачĕ ăна Раҫҫейри историллĕ хуласен йышне кĕртет. Кунта хăйне евĕр сывлăш, пурнăҫ. Ку чи малтанах - аслă ăру витĕмĕ. Вĕсем хăйсен хулипе пĕрле савăннă, хуйхи-суйхине пайланă, пурнăҫ тăршшĕпе юратăва ҫухатмасăр упраса хăварнă. Халĕ ҫĕнĕ ăру ҫав йăласене тытса пырать, хула илемлĕхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшать.

Истори уйрăмлăхĕсене манмасăр Улатăр пурнăҫпа тан утать. Картишсем, халăх ҫӳрекен вырăнсем ҫĕнелсе хитреленеҫҫĕ, ҫулсем, шкулсем юсанаҫҫĕ. Коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнче те ҫĕнетӳ ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Спортри, культурăри лайăх кăтартусем савăнтараҫҫĕ. Ку пĕтĕмпех - Улатăр ҫыннисен тăрăшулăхне пула. Тăван хулана юратнăшăн сире тав тăватăп.

Ҫак уяв кашни ӳсĕмришĕн асра юлтăр, малашнехи ĕҫре хавхалантартăр. Хула сăн-пичĕ унта пурăнакансенчен килет вĕт.

Улатăра  - аталану, тăнăҫлăх, унăн ҫыннисене ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу, телей, ыранхи куна ҫирĕппĕн шанса пурăнма сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                        Олег Николаев



06 августа 2022
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter