Герой Çăлтăрне тăванĕсене панă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Геройĕн Александр Старчков рядовойăн Çăлтăрне паян тăванĕсене пачĕ.

Улатăр районĕн каччи Раççей Федерацийĕн пысăк наградине Украинăра ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне паттăрла пурнăçласа тивĕçнĕ. Олег Николаев паттăр салтак тăванĕсене вăл вилнĕшĕн тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ, ашшĕне Иван Николаевича ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн тав тунă. «Александр кăтартнă паттăрлăх паянхи çамрăксем ыттисемшĕн хăйсен пурнăçне пама хатĕр мар текен сăмаха туллин сивлет. Вĕсен çакăн евĕрлĕ ĕçĕсем кашни салтак чун-чĕринче паттăрлăх тапса тăнине кăтартать. Çавăнпа пирĕн çĕршыв вăйлă та», — тенĕ республика ертÿçи. «Александр паттăрла пуç хунă. Вăл Раççей интересĕсене, тăван халăх тата пулас ăрусен малашлăхне хÿтĕлесе çут тĕнчерен уйрăлнă», — палăртнă Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков.

 ...Александр Старчков водитель разведчиксен ушкăнне хăй ирĕкĕпе кĕнĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Диброво ялĕ çывăхĕнче çар заданине пурнăçланă чухне тăшмана чи малтан асăрханă, кун пирки командира пĕлтернĕ, пулеметран пеме пуçланă. Çапла майпа вăл ушкăна çавăрса илме паман. Тăшман тимлĕхне хăй çине илсе юлташĕсене вут-хĕм ăшĕнчен тухма май туса панă. Шел, хăй çавăнтах юлнă... 

www.hypar.ru 



Хыпар
06 августа 2022
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter