Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чукун ҫулăн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чукун ҫулăн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чукун ҫулăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Чукун ҫул - пысăк стратеги пĕлтерĕшлĕ отрасль. Шанчăклă транспорт артерийĕсем регионсене ҫывăхлатаҫҫĕ, тус-тăванпа курнăҫма, ҫĕнĕ вырăнсемпе паллашма, ҫул ҫӳреме май параҫҫĕ. 

Эсир тăрăшнипе хăватлă та шанчăклă ҫак механизм ăнăҫлă та кал-кал ĕҫлет, миллион-миллион пассажира, вун-вун миллион тонна тиеве кирлĕ ҫĕре илсе ҫитерет. Эсир ҫĕнĕ маршрутсем уҫатăр, вакунсене, вокзалсемпе депосене ҫĕнететĕр,  пассажирсен ыйтăвĕсене тивĕҫтеретĕр, пулăшу пахалăхне лайăхлататăр.

Чăваш Республикипе «РЖД» обществăн ĕҫтешлĕх ҫыхăнăвĕсем ҫирĕп. Чукун ҫул сечĕ республикăн Чăваш Ене Раҫҫейĕн мĕн пур регионĕпе ҫыхăнтаракан транспорт инфратытăмĕн тĕп пайĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ĕҫе лайăх йĕркеленине кура чукун ҫул отраслĕне Чăваш Енри тавар туса кăларакансен продукцийĕпе тивĕҫтересси ӳссе пырать, ассортимент анлăланать.

Сире суйласа илнĕ ĕҫе парăннăшăн, профессионализмшăн, вăй-хăватпа пуҫарулăхшăн тав тăватăп. Телей, ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                           Олег Николаев



07 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter