Ульяновск сăри валли Чăваш Ен хăмла пама пуҫлĕ

Ульяновск сăри валли Чăваш Ен хăмла пама пуҫлĕ

Пирĕн республикăра пĕтĕмпе 250 тĕрлĕ хăмла лартса ҫитĕнтереҫҫĕ.  Пуласлăхри тĕллевсем тата пур-ха, 10 тĕрлĕ хушма сорта пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшаҫҫĕ специалистсем.   Ку тĕлĕшпе икĕ регионти аграри университечĕсем тĕрлĕ наука ĕҫĕсене туса ирттерме пăхса хăварнă.  Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра калаҫса килĕшнĕ.

«Хăмла лартса ҫитĕнтерессипе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫлани ятарлă ĕҫсен планне те ҫирĕп йĕркепе туса пыма витĕм кӳрĕ.  Пуласлăхра тен, кластер туса яма та условисем пулĕҫ. Наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесе пыма аван.  Инновациллĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси те куҫ кĕретех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫĕнĕ пуҫарăва хапăл тусах йышăннă Алексей Русских.  Сăмах май, Ульяновскра сăра тăвакан икĕ пысăк завод пуррине те хыпарланă вăл.  Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле кайнă ĕҫлĕ делегаци заводсенче пулса курнă, вĕсен технологийĕсемпе паллашнă.

«Паянхи куна илес пулсан, хăмлана ытларах Германине ăсатаҫҫĕ.  Палăртса хăваратăп, импорта улăштарассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ икĕ регион.  Таварсен пахалăх шайĕ те пысăк пулни куҫ кĕретех», - тенĕ вăл.   Ятарлă тĕпчев ĕҫĕсене те туса ирттерме плана кĕртнĕ.  Чи анлă сарăлнă сортсене ытларах та ытларах пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Кун пирки ĕҫлесе пыма аграри университечĕн ректорне хушу панине хыпарланă Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ.  

Палăртнă ыйту ҫине пирĕн республика та тимлĕх уйăрма хатĕр тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Ку тĕлĕшпе пĕрлехи вăйсене пĕрлештермелле. Сăра тăвакансен тĕпчев ĕҫĕсене хатĕрлекенсемпе килĕшсе, пĕрне-пĕри ăнланса мĕнпур пуласлăхри ĕҫсене палăртса пыни аван.  РФ Вĕренӳпе наука министерстви те тĕрев парасса шансах тăратпăр.  Апла пулсан, импорта улăштарассипе хастар ĕҫе кӳлĕнесси те часах», - тесе каланă  Олег Николаев.  Регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, регионта пĕтĕмпе 250 тĕрлĕ хăмла калăпласа кăларнине хыпарланă, пуласлăхра тата та вунă тĕрлĕ хăмла лартса ҫитĕнтересси те планра пуррине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче туса илекен хăмлана Раҫҫейри вунă ытла региона ăсатаҫҫĕ.  Таварсен чылай пайĕ Азербайджана ăсатăннине асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.  Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Электротехника, агропромышленноҫ комплексне, туризм, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайĕнчи ыйтусене те пĕрлехи проектсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пыма план тунине палăртнă.  

Палăртса хăваратпăр, нумаях пулмасть Чăваш Енри тракторсем тăвакан заводри ĕҫсемпе Ульяновск облаҫĕнчи делегацийĕ паллашнăччĕ, ун чухне пĕрлехи ĕҫсене пурнăҫа кĕртме калаҫса килĕшнĕ. ИННОПРОМ пĕтĕм халăхсен хушшинчи промышленноҫ куравĕнче килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Петербургра пулнă экономика форумĕнче те чылай килĕшĕве ҫирĕплетнĕ, вĕсене халĕ пурнăҫа кĕртессипе хастар тăрăшаҫҫĕ регионсем.  



07 августа 2022
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter