«Чӑваш Ен композитчӗсене Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ», - палăртнă Олег Николаев

«Чӑваш Ен композитчӗсене Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ», - палăртнă Олег Николаев

Республикăра калăпланса тухакан композитлă материалсем ытти ҫĕршывсене чылай ăсатăнаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан ĕҫлĕ делегацийĕ тата Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских «Композитсен технологийĕ» Центра уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Композитлă тытăма аталантарса вăй илтерсе пынин пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă Олег Николаев.  Регионсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе хастар ĕҫе кӳлĕнме хатĕррине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелеме, кадрсене хатĕрлеме те  хутшăнассине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Чăваш Республики ытти регионсем пекех хăйне евĕр вăйлă енсемпе палăрса тăрать.  Паха ĕҫ опычĕпе те пуян республика.  Строительство тытăмĕ лайăх пулнипе ҫĕршывра анчах мар, ют ҫĕршыв компанийĕсем хушшинче те пирĕннисем тивĕҫлĕ вырăн йышăнса тăраҫҫĕ.  Эпир ытти регионсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме яланах хавас. Тĕрлĕ формăпа йĕркелесе ирттерекен мероприятисене те хутшăнма хастар.  Раҫҫей Федерацийĕн умĕнче тăракан тĕп тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшма та ялан хатĕр», - тесе каланă Олег Николаев.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ лаборатори тренировкисен полигонĕн тата вĕрентӳ уйрăмĕсене пăхса ҫаврăннă, унти ĕҫ-хĕлпе паллашса тухнă, производствăри ҫĕнĕлĕхсене курса хакланă.

Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских хăйĕн сăмахĕнче проекта пурнăҫа кĕртме «ЮМАТЕКС» тата «Ульяновский государственный технический университет»  ФГБОУ ВО  витĕм кӳнине пĕлтернĕ, «Корпорация развития Ульяновской области» АО  самай пысăк тĕрев парса пулăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Сăмах май, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, паха пысăк квалификациллĕ кадрсене те хатĕрлесе кăларма тăрăшмаллине палăртнă.  

«Ку рынокăн пуласлăхĕ пысăкине эпир малтанах туйса илтĕмĕр.  Юлашки ҫулсенче самай пысăк ĕҫсем пурнăҫларăм.  Промышленноҫ тытăмне ӳстерсе пытăмăр.  Наукăпа тĕпчев базине те пуянлатрăмăр.  Регион шайĕнче ятарлă программа хатĕрлерĕмĕр.  Инвестици те сахал мар явăҫтарнă.  Хамăр тăрăхра пысăк технологиллĕ производство вырнаҫтартăмăр.  Вĕрентӳ центрне хута ярасси актуаллă пулса тăчĕ. Енчен  е палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулса пырсан, кадр ыйтăвĕсене те уҫăмлатма май пулĕ», - тенĕ Алексей Русских.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Ульяновск облаҫĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, «Завод Трехсосенский» тата «АБ ИнБев Эфес» АО пулса курнă, унти ĕҫсемпе тĕплĕнрех паллашнă.  Кунсăр пуҫне Олег Николаев «Ульяновск» экономика зонинче те пулса курнă, пысăк калăпăшлă федераци шайĕнчи проект епле пурнăҫа кĕрсе пынине курса ĕненнĕ. Хальхи вăхăтра асăннă территоринче пĕтĕмпе пиллĕк компани тăрăшать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «ПРОМТЕХ-Ульяновск» ЗАОпа,  «Хольцхоф Рус»  АО ĕҫĕсемпе кăсăкланнă,  производствăри ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.   



06 августа 2022
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter