Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăракан спортсменсене преми парса хавхалантарма сӗннӗ

Кашни эрнере иртекен планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса, республика чысне хӳтĕленĕшĕн премисем парса хавхалантарма чĕнсе каланă. Укҫа-тенкĕ уйăрассине республика хыснинче пăхса хăварма хушса хунă вăл.

«Тĕнче шайĕнчи ăмăртусене прахăҫланă, вĕсенче хутшăнса ҫитĕнӳсемпе палăракансене преми парса чыслама юрĕ.  Паллă, хавхалантару премине мала тухакан спортсменсене тивĕҫтермелле. Раҫҫей шайĕнче ылттăн медале тивĕҫнисене уйрăммăн палăртса хăвармалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Спорт министерствине Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа спорта пысăк шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн мухтаса тав  тунă. «Ăмăртăва курас текенсен йышĕ 17 пинрен те иртсе кайнă. Пысăк тав пурне те. Вĕсем кулленех спортсменсене хавхалантарса тăнă», - тенĕ Олег Николаев.   

Раҫҫей чемпионачĕ Шупашкарта «Олимп» стадионĕнче иртнĕ. Чемпионатăн Генеральнăй партнерĕ Промсвязьбанк  пулнă.  Ăмăртăва Раҫҫейри 70 субъектран 800 ытла спортсмен килсе ҫитнĕ.  Ҫăмăл атлетика енĕпе чи хастар та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă спортсменсем пуҫтарăннă Чăваш Енĕн тĕп хулине. Тăватă кун хушшинче 17 пин ытла куракан ăмăртусене пăхма кăмăл тунине хыпарланă Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров.    Пĕтĕмпе спортсменсем 44 комплект наградăшăн ăмăртнă.  Токиора иртнĕ Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ ҫӳллĕшне сиксе ку хутĕнче те ыттисене парăнтарса тĕнчери чи лайăх кăтартупа  палăрнă Анжелика Сидорова палăртнă.  Ку сезонра ăна ҫитекенни пулман, вăл ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышне 20 спортсмен кĕнĕ. Виктория Максимова, Сергей Морозов, Александр Алексеев, Анна Ильина спортсменсен ячĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре, вĕсем ăмăртусенче хăйсен ăсталăхĕсене кăтартса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă.



08 августа 2022
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter