Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канашсене Чукун çул ĕçченĕн тата Хула кунĕпе саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канашсене Чукун çул ĕçченĕн тата Хула кунĕпе саламланă

Чăваш Республики Пуҫлăхĕ  Олег Николаев уява пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Правительствишĕн кашни районпа хула пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă. Ял тăрăхĕсен хăйне евĕр вăйлă енĕсем те чылай пулнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Эпир пулса иртекен ырă улшăнусене яланах хавас.  Кану паркĕ ҫав тери хитреленнĕ.  Ҫулсене те палăртса хунинчен чылай маларах туса сарнă.  Шкулсене тĕпрен ҫĕнетсе пĕтернĕ, культура ҫурчĕн пурлăхпа техника бази пуянланнă.  Ҫак ĕҫсене пĕтĕмпе халăхăн пурнăҫĕ лайăх пултăр тесе йĕркелесе ирттернĕ.  Ҫитĕнекен ăру валли те хăтлă условисем туса хăварни паха», - тенĕ паллă пулăма пухăннисене саламланă май республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Регион ертӳлĕхĕпе, муниципалитетсен пуҫлăхĕсем туса ирттерекен мĕнпур ĕҫсене халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелесе пыни те куҫ кĕретех.  «Енчен те эпир ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем пулассине пурсăмăр та лайăх пĕлсех тăратпăр. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те туххăмрах татса пани аван. Кашни кунпа савăнса, пĕрле пĕрне-пĕри пулăшса, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарса пырассишĕн тăрăшсах ĕҫлĕпĕр», - тенĕ вăл.   

Уявăн торжествăлла пайне хулари кану паркĕнче йĕркеленĕ.  Канашри культурăпа кану паркне наци проектне тĕпе хурса хăтлăлатнă.  Куна хальхи вăхăтра ватти-вĕтти  кулленех канма, хăйсен пушă вăхăтне савăнса ирттерме пухăнать.  Халăх валли тĕрлĕ условисем йĕркеленĕ. Сывă пурнăҫ йĕркине тыта пыма та хăтлă условисем пур. Пĕр сăмахпа каласан, паркри мĕнпур территоринче тирпей-илем хуҫаланать, ҫав тери илемлĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хулари ҫулсене курса хакланă, муниципалитетри ĕҫсемпе тĕплĕнрех паллашнă. Наци проекчĕпе пурнăҫланă объектсенче пулса курнă, вĕсен пахалăх шайне  курса ĕненнĕ.

Кăҫал хула хăйĕн 97 ҫул ҫитнине уявларĕ. Паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕнче, ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Уяв ҫав тери чаплă иртнĕ, курма пыракансене валли Канашра пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕ хăйсен йăли-йĕркипе, апат-ҫимĕҫĕпе паллаштарнă. Уяв пурин кăмăлне те уҫса янă.   



08 августа 2022
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter