Рекорд çирĕплетнĕ

Çĕнĕ рекордсемпе кăтартусем, асра юлакан самантсем. Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртет. Унта 70 регионти 800-е яхăн спортсмен хутшăнать. Ăмăрту мĕнлерех иртнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнать.

Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕ тӳрех темиçе çитĕнÿпе палăрчĕ. Челябинск облаçĕн спортсменĕ, тĕнчен вице-чемпионĕ Василий Мизинов 10 000 метра хăвăрт утса тухса рекорд çапнă, дистанцие 38 минут та 14 çеккунтра парăнтарнă. Çак вăхăт 22 çулта – чи лайăххи.

Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Анжелика Сидорова вара шăчăпа çӳллĕше сиксе 2022-мĕш çулхи чи лайăх кăтартăва çирĕплетнĕ, 4 метр та 91 сантиметр çӳллĕшне сиксе Елена Исинбаевăн рекордне çĕнетнĕ.

 Заявкăпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен чысне чемпионатра 13 спортсмен хӳтĕлет, 6 атлет вара хăйсем тĕллĕн хутшăнаççĕ. Ăмăрту малалла пырать. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра çӳллĕшне сикес енĕпе хĕрарăмсен финалĕ иртĕ. Унта Олимп чемпионĕ Мария Ласицкене те хутшăнĕ. Чемпионата куракансене тӳлевсĕр кĕртеççĕ. Ăмăртусем çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕçленеççĕ.



НТРК
05 августа 2022
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter