Улатăр хулине 470 ҫул ҫитнине палăртса йĕркеленĕ мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

Улатăр хулине 470 ҫул ҫитнине палăртса йĕркеленĕ мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Улатăрта пурăнакансене хула кунĕпе саламланă май, паянхи пурнăҫ таппинче кашни хăй пурăнакан территоринче илемлĕ те хăтлă пултăр тесе тăрăшни паха тенĕ.  Енчен те эпир пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, пуласлăх тата лайăх пулассине пурсăмăр та лайăх курса тăратпăр тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ыранхи кун мĕнле пуласси - пĕтĕмпех хамăртан килет тенĕ Пуҫлăх. «Улатăрта пурăнакансен хăйне евĕр паха йăли-йĕркесем пур. Вĕсем кирек-епле йывăрлăха та туххăмрах татса парса, малалла ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Палăртма кăмăллă, Улатăрта пурĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнисем – 14 паттăр. 

Кăҫал, Паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕнче, эпир вĕсене пурне те ырăпа аса илетпĕр, вĕсен паха тĕслĕхне тĕпе хурса пурăнатпăр.  Кам вĕсем пирки лайăх пĕлет, вăл яланах вăйлă», – тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май Олег Николаев.  Малашне те пуласлăх лайăх пултăр тесе, яваплăха туйса, таса чунпа халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕҫлесе пыма, пурне те вăй-хал, иксĕлми телей, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Улатăрта пурăнакансене пуласлăхра ырă улшăнусем кĕтнине те пĕлтернĕ.  Ҫитес ҫул коммуналлă сферăна тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртсе хăварнă.  «Эпир хула ертӳлĕхĕпе килĕшсе, пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлесе пыратпăр.  Икĕ ҫул хушшинче чылай социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ҫĕнетнĕ.  Спорт объекчĕсен пурлăхпа техника базине те пуянлатни куҫ кĕретех.  Шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсанă.  Хулан сăн-сăпачĕ ҫав тери хитреленсе ылмашăннă.  Йывăрлăх кăларса тăратакн ыйтусенчен пĕри – шыв пулнă.  Ку ыйтăва паянхи куна илес пулсан, тĕпрен татса панă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Паттăрсене халалланă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, уяв программипе тӳр килтерсе йĕркеленĕ куравсене ҫитсе курнă, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшине, халăхăн алă ĕҫ ăстисен таварĕсене курса хакланă.  Уявра яланхи пекех, ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк ҫитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисемпе чысланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.       

 



08 августа 2022
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter