Улатăрсем хула кунне уявлаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăр çыннисене хулан 470 çулĕпе саламланă.

«Ку тăрăх питĕ хăйне евĕрлĕ йăла-йĕркепе, çынсемпе палăрса тăрать. Кунтан, сăмахран, Совет Союзĕн 14 Геройĕ тухнă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче эпир тăван тăрăх кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă кашни ентеше аса илетпĕр. Иртнине асра тытакан вăйлă», — тенĕ республика ертÿçи.

Олег Николаев Улатăр халăхне малашлăха шанăçпа пăхма, çутă пуласлăхшăн ырă ĕçсем тума чĕнсе каланă. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, çитес çулсенче Улатăрта пысăк улшăнусем пулса иртмелле. Килес çул, сăмахран, коммуналлă тытăма çĕнетме пуçлаççĕ. «Хула администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Икĕ çулта спорт объекчĕсене, икĕ шкула, икĕ ача садне юсанă.
Çакă хула сăнне самай улăштарчĕ», — тенĕ Олег Николаев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Улатăрти Геройсен стели патне чечек хунă, уяв лапамне çитсе курнă, ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене наградăсемпе чысланă. 



Хыпар
08 августа 2022
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter