Ҫанталăк лăпкă тăрсан Чӑваш Енре тыр-пула 30 процент ытларах, ҫӗр улмине 60 процент пысӑкрах пухса кĕртме палăртаҫҫĕ

Ҫанталăк лăпкă тăрсан Чӑваш Енре тыр-пула 30 процент ытларах, ҫӗр улмине 60 процент пысӑкрах пухса кĕртме палăртаҫҫĕ

 Республикăра ял хуҫалăх ĕҫченĕсен 303,0 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухмалла, 5,7 пин га лаптăкран ҫĕр улмине пуҫтармалла, 962 га лаптăкран пахча-ҫимĕҫ культурине тирпейлесе кĕртмелле.  Планпа пăхса хăварнă тăрăх, тыр-пула 738,9 пин тонна, ҫĕр улмине – 185,0 пин тонна, пахча ҫимĕҫе – 34,2 пин тонна тирпейлесе пуҫтарса хумалла.  Кăтартусем пĕлтĕрхинчен чылай пысăк, апла пулсан ҫĕр ĕҫченĕсен кунне-ҫĕрне пăхмасăрах ҫуллахи кунсемпе усă курса тăрăшса ĕҫлеме тивет.

  Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере иртекен планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинчи уй-хирти вырма ĕҫĕсем пирки сăмах пуҫарнă май, муниципалитетсенче тăрăшакансен актуаллă хыпарсене вăхăтра кирлĕ пек специалистсем патне илсе ҫитермеллине чĕнсе каланă.

«Хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăни – управлени йышăнăвĕсене туса пыма витĕм кӳрет.  Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсемпе те пĕлсе тата тухăҫлă усă курма тăрăшмалла.  Ку ыйтăва тепĕр хут кĕркунне тарăнрах сӳтсе явмалла.   Кĕрхи ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ чухне, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те тарăнрах  тишкермелле.  Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – вырмана вăхăтра пуҫтарса илесси, тухăҫа ҫухатмалла мар, ҫуллахи кунпа туллин усă курмалла», тесе каланă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, ку эрнере видео-ҫыхăну мелĕпе кашни кун  районсен ертӳлĕхĕсемпе вырма ĕҫĕсем пирки уҫă канашлу йĕркелесе ирттерме палăртнине хыпарланă.   

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2022 ҫулта акса-ҫитĕнтерекен лаптăксен калăпăшĕ 547,1 пин га танлашать, пĕлтĕрхинчен пысăк, 101,4 процент. «Чи кирлĕ культурăсен лаптăкĕсене кăҫалхи ҫул тĕпрен ӳстерни куҫ кĕретех», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Тыр-пул пухса кĕртес ĕҫе кăҫал утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуҫланă, пĕлтĕр утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче ҫĕр ĕҫченĕсем уй-хире тухнă пулнă.  Ҫанталăк условийĕсем начар пулнине шута илсе, аграри ĕҫченĕсем палăртса хунă пек тӳрех уй-хире тухайман.  Ҫакнашкал ĕҫ юлашки темиҫе ҫул хушшинче те пулманнине хыпарланă Сергей Артамонов.

Вырма валли топлива таврашне ҫителĕклĕ хатĕрленĕ.  Пĕтĕмпе уй-хирте 363 техника кĕрлет, вĕсем тыр-пула пухса кĕртессипе тимлеҫҫĕ. Енчен те ҫанталăк лăпкă тăрсан, уй-хир ĕҫĕсене 15-20 кун кушшинче тĕпрен вĕҫлеме палăртаҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем.  

Ҫурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур хуҫалăхсенче вырмана тухнă.  Уй-хир ĕҫĕсенче хастар тăрăшаканнисем те ҫук мар, вĕсем: Ҫĕрпӳсем, Улатăрсем, Елчĕксем.  

Курăксене ҫулса типĕтсе кĕртессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ хресчен фермер хуҫалăхĕсем.   Ҫӳлерех асăннă районсенче тыр-пула пухса кĕртессие, ăна тирпейлесе хурассипе лайăх ĕҫлеҫҫĕ, вĕсен тепĕр тесен тыр-пул тухăҫĕ те пысăк пулни куҫ кĕретех.  

Ҫĕр ĕҫченĕсем кĕрхисене те акса хăварассипе пысăк план туса хатĕрленĕ, пĕтĕмпе 105 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче пĕрчĕллĕ культурăна акса хăварма килĕшнĕ.  Пахалăхлă ҫĕрсем хатĕрлессипе те курăмлă ĕҫлеҫҫĕ аграри пайĕнче тăрăшакансем.  Ку кăтартупа Улатăрсем, Канашсем, Етĕрнесем  ыттисенчен уйрăлса тăраҫҫĕ, ҫитĕнĕвĕсем те вĕсен пысăк.

Куславкка районĕнче кĕрхи культурăна акса хăварас ĕҫе тытăннă.  Выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ хуҫалăхсенче. Пĕтĕмпе, ҫула уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне утă – 93,4 пин тонна, сенаж – 254,4 пин тонна, силоса – 13,9 пин тонна хатĕрленĕ республикăра.   Кăтартусем пысăк, пĕлтĕрхинчен лайăх ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех. Кун пирки ҫирĕплетех калаҫҫĕ специалистсем.  Нумай ҫул хушши ӳсекен курăка ҫулса типĕтсе кĕртессипе те лайăх ĕҫлеҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем, апла пулсан, выльăхсене валли апат ҫителĕклĕ пуласси никама та иккĕлентермест.

 

 



09 августа 2022
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter