Чӑваш Енре Пĕрлехи сасăлав кунне хатӗрленеҫҫӗ

Чӑваш Енре Пĕрлехи сасăлав кунне хатӗрленеҫҫӗ

Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче суйлава епле хатĕрленни пирки кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче иртекен планеркăра регионти Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн ҫумĕ Игорь Михайлов тĕплĕн каласа кăтартнă.

«Суйлав комиссийĕсене кирлĕ пек мĕнпур ĕҫ хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси – пирĕн тĕп тĕллевсем пулса тăраҫҫĕ.  Хамăр енчен яланах пулăшма вĕсене эпир хатĕр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Аса илтеретпĕр, кăҫал республикăра Пĕрлехи сасăлав кунĕ авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртет.  Хушма суйлав Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Ҫĕмĕрлере, Красноармейский муниципаллă округра.  Кунсăр пуҫне 19 муниципаллă округра депутатсене суйлĕҫ.

Пĕтĕмпе суйлавсене 404 пин суйлавҫă хутшăнĕ.  Ку республикăра пурăнакансенчен 44 проценчĕ шутланать.

Суйлава 1234 кандидата тăратнă, политика партийĕсенчен пурĕ 1031 кандидат палăртнă.  Регионта тăхăр парти хăйсен кандидатчĕсене суйлава валли хатĕрленĕ.  Ҫула уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне кандидатсене регистрацилесе пĕтерме плана кĕртнĕ. Политика Партийĕсем хăйсен енчен ҫапларах кăтартупа кандидатсене палăртнă: «Единая Россия» - 385, «Справедливая Россия – за правду» - 297, «КПРФ» - 250, «ЛДПР» - 59, «Партия пенсионеров» - 15, «Новые люди» - 13, «Российская экологическая партия «Зеленые» - 9, «Коммунисты России» - 2, «Партия социальной защиты» - 1.

Вăтамран пĕр мандата илессишĕн виҫĕ кандидат суйлавра тупăшĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăш-пĕр ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Граждансем хăйсен кандидатурисене тĕрлĕ округсенче тăратнине сӳтсе явнă, кун пек ĕҫе йĕркеленĕшĕн кăштах  сивлесе илнĕ.  «Енчен те ҫынсем тӳрех темиҫе округра та хăйсене тăратаҫҫĕ пулсан, вĕсен тĕллевĕ пачах та урăх, депутат пуласшăнах та мар пулĕ вĕсем.  Вĕсен тепĕр тесен, хăйсем патне тимлĕх уйăрттарас килет анчах пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем халăхшăн яваплăха туйса ĕҫлесси те иккĕленӳллĕ», - тенĕ вăл.

Калаҫу куна КПРФ парти пирки пырать.  Палăртнă партийĕн 35 кандидачĕ харăсах темиҫе округра та хăйсене тăратма ĕлкĕрнĕ.  «Тĕлĕнмелле кăтарту – пур ҫавăн пек кандидат харăсах тăватă округра та хăй пирки кандидат тесе пĕлтернĕ.  Паллă, саккун енчен илес пулсан йĕрке пăсман тейĕпĕр.  Практикăра вара пачах та урăхларах пулса тухни те куҫ кĕретех», тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Игорь Михайлов.   

«Суйлав кампанийĕ ҫивĕч тупăшăра иртет.  Сасăлав пĕтĕмпех саккунсемпе килĕшӳллĕн иртмелле. Йĕрке пăсасран ятарлă специалистсем те сыхă тăрасси куҫ кĕретех.  Кандидатсене валли суйлав комиссийĕсем пĕр тан условисем хатĕрлесе парĕҫ», тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă Игорь Михайлов.

Суйлав комиссийĕсене  валли ытларах регионта сасăлав ĕҫне йĕркелесе ирттерме  вĕрентӳ учрежденисемпе культура ҫурчĕсенче палăртнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ валли юсав ĕҫĕсене УИКсенче тĕпрен хатĕрлесе ҫитерме чĕнсе каланă. «Вунă кун хушшинче пӳлĕмсене тĕпрен хатĕрлесе тăратмалла. Хăрушсăрлăх теми ҫине те тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ вăл.

 



09 августа 2022
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter