Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче кирлĕ пек пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем туса хăварнă

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче кирлĕ пек пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем туса хăварнă

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кашни ыйтăва тарăн пăхса тухса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Яланхиллех ларăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.   Правительство членĕсем Чăваш Республикин республика бюджечĕ пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухнă, отчета ҫирĕплетсе хăварнă.  2022 ҫулхи пĕрремĕш ҫур ҫуллăхри ĕҫ кăтартăвĕсем пирки отчета тишкернĕ май,  Чăваш Республикин республика бюджетне профицитпа пурнăҫланă, вăл 4114,8 млн тенкĕпе танлашнă.    Кунсăр пуҫне 2023 ҫул валли приватизаци пирки калакан Программăна пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.  Ҫĕр лаптăкĕсене Тăвай салинче хăй пĕр палăртса хунă ҫĕр лаптăкĕсене приватизацилеме плана кĕртнĕ. 

Кулленхи ларура Чăваш Республикин Транспорт министерствин  Положенине те хăш-пĕр уйрăмлăхсене кĕртсе хăварнă. Проекта ларăва хутшăннисем ырласа хăварнă.  Йывăр тиенĕ машинăсене ятарлă ҫулсем ҫинче ҫӳреме ирĕк паракан хушăва хушма ҫĕнĕлĕх кĕртсе хăварассипе палăртнă ĕҫ хутне те тишкернĕ.   

Терроризма хирĕҫ кĕрешессипе те хăш-пĕр ылмашусем пур, хушма программăна ҫĕнĕлĕхсем йышăнма килĕшнĕ.   Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем пуласси те куҫ кĕретех.

Ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче патшалăх асăрхавĕн тĕрĕслев служби пирки  калакан ĕҫ хутне те тӳрлетӳсем кĕртме килĕшнĕ.  Тарифсемпе ҫыхăннă хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем те пуласси куҫ кĕретех. Ăшăпа тивĕҫтересси пирки калакан Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, организацисен инвестициллĕ программисене епле пурнăҫланине тĕрĕслеме регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакан тытăма шанса панă.  Палăртнă ҫĕнĕ ĕҫ хутне тĕпе хурса, Чăваш Республикин Строительство министерствине ӳлĕмрен ҫак ĕҫе пурнăҫласа пырĕ.  Пĕтĕм тĕнчери тĕп халăхсен вунă ҫуллăхне  палăртса ятарлă мероприятисем иртĕҫ регионта.  Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Калăпăр, мероприятисене йĕркелесе ирттерме ятарлă йĕркелӳ комитетне пăхса хăварасси пирки калакан йышăну проектне те ырласа хăварнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче.  Йĕркелӳ комитечĕн йышне республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, обществăлла организацисен шухăш-кăмăлне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркелесе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Планпа килĕшӳллĕн, пĕтĕм халăхсен хушшинче тĕрлĕ олимпиадăсем ирттерме килĕшнĕ.  Тăван чĕлхепе литературăна ăша хывас тесе,  ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма ятарлă курăмлă мероприятисем пулĕҫ,  уҫă калаҫусемпе уроксем йĕркелеме палăртса хунă.  Пĕтĕм чăваш диктанчĕ те вăй илсе пырасси куҫ кĕретех. Наукăпа практика ĕҫĕсене те пăхса хăварнă планпа килĕшӳллĕн.  Орфографи словарьне хута ярасси, тĕрлĕ юрă-кĕвĕ хывасси ыйтусем те кун йĕркинчех.  Пĕр сăмахпа каласан, чăваш чĕлхине, литературине анлăрах сарма, ăна халăх патне тарăнрах илсе ҫитерме тĕрлĕ майсем пуласси никампа та иккĕлентермĕ.              



10 августа 2022
17:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter