Чăваш Ен Пĕрлехи суйлав кунне хатĕрленет

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ иртет. Республикăра çĕнĕ муниципалитет округĕсен депутачĕсене суйлаççĕ. «375 вырăншăн 1234 кандидат тупашĕ», – пĕлтерчĕ Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Михайлов эрнесерен иртекен ларура.

 Сасăлав тин кăна йĕркеленнĕ 19 муниципалитет округĕнче иртĕ. Унсăр пуçне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Красноармейски муниципалитет округĕсенче хушма суйлав пулать. Регоншăн пĕлтерĕшлĕ ĕçе ирттерме вырăнти 26 суйлав комиссине явăçтараççĕ. Республика ертӳçи Олег Николаев хуласемпе районсен администрацийĕсене суйлав комиссийĕсене пулăшса пыма, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме тĕллев лартрĕ.

ИГОРЬ МИХАЙЛОВ: «9 политика партийĕ кандидатсене тăратнă, нумайăшĕ çав партисенчен «Единая Россия», вăл пĕтĕм округсене кандидатсене тăратнă. «Справделивая Россия» – 297 кандидат тăратнă, КПРФ – 250, ЛДПР – 59, Пенсионерсен партийĕ 19 çынна тăратнă, партия «Новые люди» 13 çынна, «Зеленые» партия – 9 çынна, «Коммунисты России» – 2 çынна тата «Партия социальной защиты» 1 кандидата тăратнă. Паянхи куна регистраци тапхăрĕ пырать-ха. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне эпир пĕлетпĕр миçе кандидат регистрациленнĕ». 



НТРК
09 августа 2022
19:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter