Çĕнĕ таварсем кăлараççĕ, суту-илĕве аталантараççĕ
Бизнес тĕлĕшпе административлă чăрмавсене сирни, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелекен предприятисене компенсаци памалли вăхăта тăсни тата ытти те. Чăваш Ен экономикине санкцисен тапхăрĕнче пулăшас тĕллевпе федераци шайĕнче 314 йышăнăва пурнăçа кĕртнĕ. Республика ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет, штаб пайташĕсем 73 пуçару сĕннĕ. Усламçăсене, предприятисене пулăшасси çинчен санкцисен пусăмĕнче экономикăна аталантарма пулăшакан штаб президиумĕн ларăвĕнче калаçрĕç.
РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Регион экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисене кредит парасси, кредит каникулĕсем вăя кĕни, патшалăх закупкисен ĕç-хĕлне çăмăллатни çинчен калаçрĕç штаб ларăвĕнче».
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, экономика санкцисем чăрмав кӳнисĕр пуçне малалла аталанма пулăшаççĕ пире. Эпир тĕрĕс çулпа утатпăр. Суту-илӳ тытăмĕнчен çухалнă ют çĕршыв компанисем вырăнне урăххисемпе тачă çыхăнура ĕçлеме пуçларăмăр, пирĕн усламçăсем çĕнĕ таварсем шухăшласа кăларса вĕсене сутлăха кăларса пыраççĕ. «Ку питĕ савăнтарать», – терĕ.
Ял хуçалăхĕнчи çăмăллăхсем çинчен те калаçрĕç штаб ларăвĕнче.
– Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене кăçал 15 тĕрлĕ хушма пулăшу параççĕ. Республикăри агропромышленность тытăмне аталантарма 3 миллиард тенке яхăн субсиди панă.
Ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан тĕрев укçине пысăклатасси пирки те калаçрĕç ларура. Пепке ĕмертекенсене техĕмлĕ, тутлă апатпа тивĕçтерес тĕллевпе 100 тенкĕрен пуçласа 1600 тенкĕ таран пама пуçласшăн. Çемьере 2 тата 3 çулхи ачасем пулсан 70 тенкĕ вырăнне 1300 тенкĕ пама палăртаççĕ. Раççейĕн цифра аталанăвĕн министерстви IT-компанисене аккредитацилес йĕркене улăштарнă. Çак тытăмра тăрăшакасене экономика санкцийĕсене пула пулăшу кӳресси пирки çĕршыв Президенчĕ те пĕрре мар каланă.
IT-компанисен аккредитаци тухас тесен 30 процент таран тупăш илнине кăтартмалла пулĕ. Мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине бухгалтери отчетĕнче палăртмалла. – Информаци технологийĕсене аталантаракан специалистсем хальхи вăхăтра нихçанхинчен ытларах кирлине ăнланса патшалăх вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма пĕчĕк процентлă кредитсем илме май туса парать, ытти çăмăллăхпа тивĕçтерет. Ку çĕнĕлĕхсем çитес çулхи кăрлач уйăхĕнчен вăя кĕмелле/