Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев бизнеса пулӑшу памалли майсене йӗркелеме тата ҫӑмӑллатма чĕнсе каланă

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев бизнеса пулӑшу памалли майсене йӗркелеме тата ҫӑмӑллатма чĕнсе каланă

Санкцисен пусăмĕнче экономикăна аталантарма пулăшакан штаб президиумĕн ларăвĕнче кун пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Нимĕнле чăрмавсене пăхмасăрах, чылай хушма мерăсене туххăмрах пурнăҫа кĕртмелле пулса тухнине палăртнă  республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Паллă, вĕсенчен нумайăшĕ чылай тапхăр хушши упранса та тен юлĕ.  «Пирĕн паянхи пурнăҫа анлăн тишкерсе пулăшу мерисене пăхса хăварма тăрăшмалла. Пĕлетĕп, тарăн тишкерӳ тумаллине те. Пĕр пекрех формăллă пулăшусем тен йышăнмалла мар.  Пулса тухать тепре чухне ҫапларах, хăш-пĕр ыйтăва уҫăмлатас тесессĕн Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министерствине е тата Чăваш Республикин Экономика министерствине предпринимательсен харăсах кайма тивет.  Хамăр енчен предпринимательсене валли ҫирĕп йĕрке пăхса хăвармалла, вĕсене валли ҫулсен карттине туса хăвармалла, «пĕр чӳрече» мелĕпе ытларах усă курсан та аван пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ параллельлĕ импорт прахăҫланассине палăртнă.  Паянхи рынока ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем кĕрсе пынине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ку питĕ лайăх кăтарту.  Малалла та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Таварсене тирпейлесе кăларакан предприятисем те тăтăшах хăйсен таварĕсене пасарсене тăратассишĕн пĕрре мар ыйтнă. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан тĕрлĕ хатĕрсене тирпейлесе кăларма шантараҫҫĕ», – палăртнă Олег Николаев

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова хăйĕн сăмахĕнче бизнес сферинче вăй хуракансене валли федераци енчен сакăр тĕрлĕ пулăшу куҫса пынине хыпарланă.  Ку ҫĕнĕ пулăшу мерисене пĕтĕмпех Чăваш Республикин ыйтăвĕсене тĕпе хурса йĕркелесе янине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Контрактсене пурнăҫлама, ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене ҫăмăллăх мелĕпе кредитсем парса тивĕҫтерме, ИТ-отрасль валли хушма тĕрев, промышленноҫ тытăмне вăй илсе пыма тата ытти те. Пĕр сăмахпа каласан экономика пайĕнчи мĕнпур сферăна пулăшу уйăрни куҫ кĕретех.

Штаб ĕҫне пуҫарса янăранпа регион шайĕнче экономикăна пулăшасси пирки   пурĕ 30 предложени хатĕрлесе тăратнă пулнă, вĕсенчен тăххăрăшне пурнăҫа кĕртме май килнĕ. Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк. Ҫĕр лаптăкĕсемпе усă куракансене арендăшăн тӳлемелли пая кăштах каярах парса татма хушма мера та пуласси паллă.  Пысăк мероприятисене регионта ирттернĕ чухне, хăй вăхăтĕнче сăра таврашне сутма ятарлă чару йышăннă пулнă. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе кун пек йышăнăва пăрахăҫласси те куҫ кĕретех пулĕ.  Кун пек ҫĕнĕлĕхсене ҫитес тапхăрсенчех пурнăҫа кĕртсе хăварасси пирки хыпарланă  Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  хăйĕн докладĕнче оперативлă штаб ларăвĕнче пĕтĕмпе бюджет укҫипе тухăҫлă усă курас тесе 171 ыйтăва пăхса тухнине пĕлтернĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ  9 млрд танлашнине асăннă. Палăртма кăмăллă, мĕнпур ыйтусенчен 148-шне  уҫăмлатнă, вĕсен калăпăшĕ 7,7 млрд.  

Кĕҫех ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ ҫывхарса килет. Апат-ҫимĕҫ таварĕсене туянма та вăхăт.  Социаллă сферăри учрежденисене валли пĕр поставщикран таварсене туянни аван.  Енчен те вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнчи учрежденисем пирки калас пулсан, вĕсене валли вăтамран та 3 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ.   Ятарлă ҫирĕп йĕркене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йышăнса хăварма тăрăшмаллине те палăртнă Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ.  Кун пирки хушăва Олег Николаев  Чăваш Республикин Экономика министерствине, Тарифсен Патшалăх службине панă, федераци саккунĕсене тĕпе хурса ыйтусене уҫăмлатса хăварма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче 2022 ҫулта апат-ҫимĕҫ таварĕсем самай хакланнине хыпарланă. Шкулсемпе ача сачĕсенче, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пысăк хаксемпе апат-ҫимĕҫ таварĕсене туяннине асăннă ведомство ертӳҫи.   «Шкулсемпе сиплев учрежденисенче тăкаксене шайлаштарса пыма пĕлесси тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Таварсене тирпейлесе кăларакан предприятисемпе, организацисемпе ыйтăва тарăн сӳтсе явнă.  Таварсене тӳрремĕнех социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисене тивĕҫтерме ыйтнă», – хыпарланă министр. Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулсан, хаксем те питĕ пысăках пулмĕҫ, тепĕр тесен, сывлăхшăн та усăллă пуласси куҫ кĕретех.  Ачасен сывлăхне упрасси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Пахалăхлă таварсене пасара кăларса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.    

Федерацин хушма тĕревĕпе регионта 175 организаци усă курнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ. Хушма хуҫалăха аталантаракансем те ҫăмăллăх мерисене хапăл тусах йышăнни куҫ кĕретех. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă ведомство ертӳҫи.  Республикăра пахча ҫимĕҫе, улма-ҫырлана лартса ҫитĕнтерекенсем те чылай пулăшăва тивĕҫнĕ.  Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем те тĕрлĕ пулăшăва тивĕҫни куҫ кĕретех.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова хальхи вăхăтра федераци шайĕнче ҫĕнĕ критерисем пăхса хăварнине те палăртнă. Транспорт, информаци технологийĕсем, строительствăпа ял хуҫалăхĕ, тĕпчев ĕҫĕнче те ятарлă ҫăмăллăх условийĕсем пулма пултарассине асăннă.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 ҫулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 657-р №-лĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, система йĕркелекен организацисем 76 пулнă пулсан, халĕ ку кăтарту – 96 ҫитнĕ.  Пуласлăхра тен, ку кăтарту тата та ӳсĕ-ха.  

Бизнеса пулăшма хальхи вăхăтра федераци енчен пулăшу куҫни куҫса пыни паллă. Системăллă организацисене валли  ҫăмăллăх кредитне тивĕҫтерме 29 заявка тăратнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 13,4 млрд танлашать.  Паянхи куна калас пулсан, 12 заявкине ырланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5,1 млрд пуласси паллă, пурĕ ултă кредита тивĕҫнĕ,  вăл 1,6 млрд танлашать.     Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене кредитпа тивĕҫтерес программăпа килĕшӳллĕн 212 ыйтăва пăхса тухса ырласа хăварнă, вĕсене 3,3 млрд тенкĕ пама килĕшнĕ.    Тепĕр пысăк пулăшу – патшалăх туянăвĕсем пирки.  Вĕсене пĕтĕмпех ятарлă штаб схемине тĕпе хурса йĕркелесе пыма килĕшнĕ.  Тепĕр ҫĕнĕлĕхсенчен пĕри – бизнесра тăрăшакансене час-часах тухса тĕрĕслессине, планпа пăхса хăварнисене пăрахăҫласси.

Регионта та сахал мар тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме ятарлă мерăсем пăхса хăварнă  предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене валли.  2022 ҫулта пуҫласа вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене, енчен те вĕсем 25 ҫула та ҫитмен пулсан, грантсем парса тивĕҫтереҫҫĕ. Кăтарту малтанласа 50 пин тенкĕ кăна пулнă пулсан, ку виҫе халĕ 100 пин тенке ҫитнĕ.  Ку тĕлĕшпе ҫăмăллăх парса пулăшма 3 млрд тенкĕ уйăрса хăварнă. Укҫа-тенкĕ вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне тăкакланасси  паллă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче  ҫие юлнă хĕрарăмсене е тата енчен те вĕсем ачисене икĕ ҫултан виҫĕ ҫула ҫитичченех кăкăр ĕмĕртеҫҫĕ  пулсан,  уйăхсерен тӳлемелли укҫан виҫине те ӳстерме май паракан йышăнăва туса хатĕрленине палăртнă.   Ҫийе юлнисене валли е тата пепкесене пăхакансене валли апат-ҫимĕҫ ҫиме самай пысăк пулăшу пулни те куҫ кĕретех пулĕ. Енчен те малтан вĕсене 100 тенкĕ парса пулăшнă пулсан, халĕ ку  виҫе 16 хут ӳснĕ, 1600 тенке ҫитнĕ.  Ачасемшĕн паракан укҫа виҫи – 1300 тенкĕ пулĕ.  Кун пек ҫăмăллăх мерисемпе регионта пĕтĕмпе  ҫийе хăварнă 370 хĕрарăм усă курма пултарĕ тата 360 ача (икĕ ҫултан пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитнисем) хушма тĕреве тивĕҫĕҫ.

Чăваш Республикин Цифра министерстви Чăваш Республикин Строительство министерствипе пĕрле регионти  ИТ-компанисене, енчен те вĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Цифра минстерствинче регистрациленнĕ пулсан, ҫурт-йĕр туянма ипотека илнĕ  граждансене, кивҫене парса татма пĕр хутчен укҫан пулăшу парса пулăшма предложени хатĕрленĕ.  Ҫăмăллăх мерисем тата та пулĕҫ-ха, кун пирки тĕплĕнрех  Чăваш Респбликин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ  Владимир Максимов тĕплĕн каласа кăтартнă.

ИТ-компанисенче тăрăшакансене патшалăх енчен куҫарса паракан тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина паллаштарнă, налуксемпе ҫыхăннă хăш-пĕр ыйтусем пирки те вăл кĕскен чарăнса тăнă сăмаха малалла тăснă май.  Информаци технологийĕсене аталантаракан специалистсем хальхи вăхăтра нихçанхинчен ытларах кирлине ăнланса патшалăх вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма пĕчĕк процентлă кредитсем илме май туса парать, ытти çăмăллăхпа тивĕçтерет.  

Михаил Ноздряков контрактсем пирки ыйтăва  пуҫарнă, вĕсене епле пурнăҫласа пынине асăннă, ятарлă мониторинг туса пырассине асăннă ведомство ертӳҫи.    Вăл палăртнă тăрăх, паянхи куна илес пулсан, контрактсене алă пусса ҫирĕплетменнисем те пур-ха.  Вунă кун хушшинче мĕнпур ĕҫсене туса пĕтерме йышăнăва та пăхса хăварнине палăртнă вăл.      

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – федераци, республика енчен куҫарса паракан укҫа-тенкĕпе тĕллевĕн тата вăхăтра усă курса пырасси.  Ку тĕлĕшпе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе пĕрле ятарлă «ҫулсен карттине» те хатĕрленĕ.    Ку енпе кашни уйăхра  мониторинг туса пыни те вырăнлă пуласса каланă вице-премьер сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   Ларăва пухăннă ертӳҫĕсене мĕнпур ведомствăсене авăн уйăхĕн вĕҫлениччен системăллă организацисен переченьне тĕплĕн тишкерсе тухма чĕнсе каланă, енчен те кирлĕ пулсан, вĕсене пурне те Чăваш Республикин переченьне кĕртмен пулсан хушма предложенисем пăхса хăварма каланă.   



10 августа 2022
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter