Транспорт ыйтăвне уçăмлатасшăн

Тăтăшах çÿрекен маршрутсемпе çула тухакан автобуссен хуçисене лизингшăн тӳлеме субсиди пама пуçлĕç. Санкцисен вăхăтĕнче экономикăна аталантарас енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвĕнче çакăн çинчен сăмах пуçарчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă яваплăха туйса, хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене патшалăх пулăшăвĕ кӳмелли пирки каларĕ.

Транспортпа тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркене хатĕрленĕ чухне çак рынок çынсемшĕн те, усламçăсемшĕн те уçăмлă, конкурентлă, хăтлă пулмалла.

 «Ку енĕпе бизнес тытакансем тупăш илессишĕн çеç çунаççĕ пулсан – ку урăх ыйту», – терĕ регион ертӳçи. Республикăри транспорт министерстви, çынсене автомобиль транспорчĕпе тата шалти шыв транспорчĕпе тивĕçтерекен пĕрлешӳсене Чăваш Ен экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ хуçалăхсен йышне кĕртме пуçарупа тухнă. Малашне вĕсем тĕрлĕ патшалах çăмăллăхĕпе усă курма пултарĕç.

Санкцисен пусăмĕнче экономикăна аталантарма пулăшакан штаб президиумĕн ларăвĕнче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупакшар хулисенчи троллейбус управленийĕсен тăкакĕсене саплаштарма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен 80 миллион тенкĕне яхăн уйăрнине те пĕлтерчĕç/ 



НТРК
10 августа 2022
19:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter