Тӳлевсĕр эмелсем çителĕклĕ

Республикăра тӳлевсĕр эмелпе тивĕçтерессипе йыварлăхсем çук. Çак ыйтăва вăхăтра татса пама хамăрăн çĕршывра кăларакан эмелсем пулăшаççĕ. Кун çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.

Чăваш Енре 23 000 çын федераци хыснинчен уйăракан пулăшупа усă курать. Вĕсене тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Регион хыснинчен çак тĕллевпех уйăракан укçапа 80 000 ытла çын валли тӳлевсĕр им-çам туянаççĕ. Владимир Степанов министр каланă тăрăх, çăмăллăхсемпе усă куракансем валли препаратсем çителĕклĕ – тепĕр 5-6 уйăх усă курмалăх пур. Тухтăр çырса панă эмелпе чирлĕ çынна тивĕçтерме те ансатрах халĕ. Çакă сывлăх сыхлавĕн министрствипе «Фармация» пĕрлешÿ çĕнĕ йĕркене хута янипе çыхăннă



НТРК
10 августа 2022
19:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter