Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев строительсене професси уявӗпе саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев строительсене професси уявӗпе саламланă

«Строительство мĕнпур общество тытăмĕшĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Строительсен пархатарлă ĕҫĕ пирĕн хуласемпе ялсене хăтлăлатса ҫĕнетет.  Паллă, экономика аталанăвĕшĕн те пысăк витĕм кӳни куҫ кĕретех.  Чылай тытăм ăна пула хăватлă аталана пырать.  Шăпах та, строительство пайĕнче тăрăшакансем халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăх пултăр тесе  вăй хураҫҫĕ, чаплă ҫурт-йĕрсем туса, пурăнма майсем тăваҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Чăваш Республикин строительство комплексĕнче  тăрăшакансем  йăласене тирпейлĕ упраса малалла ҫирĕппĕн пыраҫҫĕ, ĕҫĕн ҫĕнĕ стандарчĕсене, ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртессишĕн те ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», – тенĕ вăл.

Пур пек мĕнпур потенциалсем лайăх аталанса пыччĕр тесе,    республикăра чылай ĕҫсем пулса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – инфратытăм вăй илсе аталанса пыни.  «Коммуналлă сфера, ҫулсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ мĕнпур объектсем. Паянхи пурнăҫ ыйтакан ҫĕнĕ технологисем те ҫакăнтах.  Калăпăр, «Ăслă ҫурт».  Кăҫал Чăваш Республикин Правительстви заявкăсем хатĕрленĕ. Инфратытăм бюджет кредичĕсене валли пиллĕк миллиард ытла укҫа-тенкĕ  уйăрасси пирки пăхса тухнă», - тесе каланă Ертӳҫĕ.    

Тĕслĕхрен, 2022 ҫулта Чăваш Республикинче 10 инфратытăм проекчĕсене пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Вĕсене пурнăҫлама федераци бюджетĕнчен 5,22 млрд тенкĕ уйăрасси паллă.  Шупашкарта, Канашра, Ҫĕнĕ Шупашкарта комплекслă строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама план тунă.  Апла пулсан, строительство тытăмĕнче вăй хуракансене валли ҫителĕклĕ таран объектсем пур, вĕсене хăпартса лартассишĕн ырми-канми тăрăшма тивет.  Укҫа-текĕ енчен те ҫителĕклĕ таран патшалăх енчен тĕрев куҫасси куҫ кĕретех. 

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ЖКХ тытăмне вăй илтерсе пырасси.  Паллă, ку ĕҫе ытларах пĕчĕк хуласенче пурнăҫа кĕртме план туса хăварнă.  Калăпăр, ҫурла уйăхĕнче Ҫĕмĕрле хулипе Куславкка тăрăхĕнче  газпа хутса ăшăтмалли котельнăйсене хута ярасси планра пур.

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен халăха куҫарса хăтлă хваттерсемпе твĕҫтересси.  Ку ыйтупа та республика Правительстви ҫине тăрсах тăрăшать.  Енчен те палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕрсе пĕтерсен, тепĕр ҫĕнĕ программăна та пурнăҫа кĕртме май килĕ.  Юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен ҫынсене вăхăтра куҫарса ҫĕнĕ хваттерсемпе тивĕҫтересси, хулан сăн-сăпатне ҫĕнетсе пырасси ыйтусем те кулленхи пурнăҫшăн пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăраҫҫĕ.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Республика  Правительстви ҫынна аталанма тата ӑна хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан майсем  чылай тăвать. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви, экономика аталанӑвӗн драйверӗсенчен пӗри пулса, пурнӑҫ условийӗсене хальхи стандартсем тӑрӑх йӗркелес енӗпе пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗл пурнӑҫлать. Республикăра пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ямалли плана юлашки ҫулсенче  лайăх пурнăҫлани те куҫ кĕретех. Строительство калӑпӑшӗ унчченехи ҫулсемпе танлаштарсан  чылай  процент ӳснĕ.  Регионта  ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартмалли площадкӑсенче инфратытӑм объекчӗсене маларах туса хурассине тивӗҫтерме бюджет укҫи-тенкине  ҫителĕклĕ таран уйӑрнӑ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума кирлӗ условисем  пĕтĕмпех хатĕрлесе ҫитернĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ.

Инфратытӑм тума паракан бюджет кредитне тĕллевлĕн тăкакланасси те паллă.  Укҫа-тенкӗне пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартма палӑртакан пилӗк площадкӑра инфратытӑм объекчӗсене маларах туса хумалли ӗҫе тивӗҫтерме яма палӑртнӑ. Кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ тата авариллӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗртен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли хальхи программӑна срокчен вӗҫлесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Авариллӗ  нумай хваттерлӗ çуртри  пӳлӗмсенче пурӑнакансене урӑх вырӑна куҫарма йышӑннӑ. Ҫакӑ пире 2020 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне авариллӗ тесе йышӑннӑ ҫурт-йӗр тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ ҫавӑн пек ятлӑ программине 2023 çултах кӗме май парать. Анчах та ҫӗнӗ программӑна кӗрес тесен, халӗ вӑйра тӑракан программӑна вӗçлемелле. Шупашкар агломерацийӗн мастерпланне туса хатӗрлес ӗҫ хĕрӳ пырать. Ҫакӑ территорин хула тӑвас ӗçе аталантармалли стандарчӗсене çирӗплетме, транспорт, инженери, коммуналлӑ инфратытӑмӗсемпе тивӗçтерессипе çыхӑннӑ йышӑнусене пурнӑçлама май парать. Чӑваш Ен Строительство министерстви çак ӗçе хутшӑнтарнӑ муниципаллӑ пӗрлӗхсен администрацийӗсемпе пӗрле палӑртнӑ плансене  хастар пурнăҫласа пырать.

Олег Николаев ытти программăсем пирки те чарăнса тăнă.  «Калăпăр, 2020 ҫулта тăлăхсене хваттерпе тивĕҫтерме йывăр пулнă.  Паянхи куна илес пулсан, ку ĕҫ-пуҫа уҫăмлатса пĕтернĕ тесен те юрĕ.  Хваттерсем ҫителĕклĕ,  Чăваш Республикин Правительстви ҫурт-йĕр туянма ятарлă сертификатсем пама йышăнăва та пăхса хăварни сахал мар витĕм кӳчĕ», – тенĕ вăл.   Республикăра ҫичĕ ачаллă ҫемйесем те пур. Вĕсене те хваттерсемпе тивĕҫтересси ыйту кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Маларахри тапхăрсенче хăшĕ-пĕрисем тĕрлĕ сăлтавсене пула ятарлă хваттер тивĕҫмелли списока та кĕреймен. Халĕ вĕсене вара пĕтĕмпех шута илнĕ.   2022 ҫулта тĕрлĕ категорири граждансене ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама Чăваш Енре пурăнакансене валли пурĕ 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпе 1300 ҫемье хваттерлĕ пуласси те куҫ кĕретех. Паян мероприятине пухăннисене саламланă май, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене асăнса хăпартнă пысăк мемориаллă комплекса тума хутшăннисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Пĕрле пухăнса пысăк ĕҫ тунăшăн пурне те мухтанă.    Яланхиллех, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, яваплăха туйса республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнисене патшалăх наградисене парса чысланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 



11 августа 2022
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter