Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн агропромышленноç комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн конъюктури улшăннине çийĕнчех тишкерекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи анлă ларăвĕн ĕҫне хутшăннă

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн агропромышленноç комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн конъюктури улшăннине çийĕнчех тишкерекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи анлă ларăвĕн ĕҫне хутшăннă

Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн агропромышленноç комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн конъюктури улшăннине çийĕнчех тишкерекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи анлă ларăвĕн ĕҫне хутшăннă.

 Кун  йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – ялсенче пĕчĕк формăллă хуҫалăхсене тĕрев парасси, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ялта ĕҫлесе пурăнакансем хăйсене валли кăштах та пулин тупăш илччĕр тесе, енчен те вĕсем харпăр хăй хуҫалăхĕнче ĕҫлесе таварсене сутма пултараҫҫĕ пулсан, документсем те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан – патшалăх енчен пулăшу пуласси те часах. Таварсене халăх патне илсе ҫитерме условисем йĕркелесе тăратмаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха пуҫарнă май. 

«Патшалăх пулăшăвĕн чылай формине хăйсем тĕллĕн ĕҫлекенсем патне куҫарса пама килĕшнĕ.  Пирĕн тĕллев – малашне те ку енпе аталанса пырса вăй илсе пыма хăтлă условисем тăвасси.  Ял тăрăхĕсенче производствăсем хута ямалла, таварсене тирпейлесе кăларма пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса организацисен ĕҫĕсене йĕркелесе  яни те паха.  Пĕчĕк формăллă  майпа ĕҫлекен фермерсем  туххăмрах ҫĕнĕллĕхсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма пултарайраҫҫĕ.  Чăваш Республикин Правительстви вĕсен ĕҫне тĕрев парса пулăшма, йĕркелӳ тапхăрĕсенче сĕнӳсемпе пулăшма хатĕр», – пулнине асăннă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Олег Николаев кăҫалтан пуҫласа ачасене шкулта апатлантарма е тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче апат-ҫимĕҫпе тивĕҫтерме централизациленĕ майпа ĕҫе пуҫарса яма йышăннă.  Ку ҫĕнĕлĕхне Красноармейски тата Элĕк районĕсенче  пуҫланă.  Апат-ҫимĕҫ хатĕрлессинче хамăр тăрăхри организацисенче тирпейленсе тухакан таварсемпе усă курасси те куҫ кĕретех пулĕ.    Кун пирки ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Тепĕр икĕ-виҫĕ ҫултан тен ялта ĕҫлесе пурăнасси модăна кĕрсе  те пырĕ. Кун пек  пултăр тесе хамăр енчен кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пама тăрăшăпăр.  Предпринимательлĕх пайне те аталанса вăй илсе пыма майсем туса памалла.  Халăха пурăнма ялта хăтлă условисем йĕркелесе парасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.   Кăҫалхи ҫул Чăваш Енри ялсене вăй илсе пыма мĕнпур программăсемпе килĕшӳллĕн 5,1 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.  (Пĕлме 2021 ҫулта 5 млрд тенкĕ тăкакланă).    Ял территорийĕсене аталанса вăй илсе пыма 900 ытла  пуҫаруллă проекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Кун пирки тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.     Чи пахи, ялта ĕҫлесе пурăнакансем те енчен те вĕсем хăйсен пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма хастар хутшăнаҫҫĕ пулсан, аван.  Экономикăна аталантарас,  социаллă сферăна вăй илтерсе пырас тесессĕн – кашнин пысăк тӳпе хывмалла, май пур таран яваплăха туйса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.     

Пĕчĕк формăпа ĕҫлесе пыракан хуҫалăхсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă.  

Фермер хуҫалăхĕсене сахал мар грант  мелĕпе пулăшусемпе тивĕҫтернĕ.  Палăртма кăмăллă, юлашки 11 ҫул хушшинче самай пулăшу пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ пĕчĕк фермер хуҫалăх ĕҫĕсемпе тăрăшакансем.  «Начинающий фермер», «Агростартап» тата «Перспектива» программăсемпе килĕшӳллĕн, производствăсен калăпăшĕ ӳссе пыни сисĕнет, кăтарту 2,7 хут хăпарнă тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.  Ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те курăмлă ĕҫлеҫҫĕ ҫĕр ĕҫченнĕсем, выльăх-чĕрлăх шучĕ те ӳснĕ, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем те йĕркеленнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, ял хуҫалăх тытăмĕ вăй илсе аталансах пырать.

«Хресчен фермер хуҫалăхĕсем пирки калас пулсан, юлашки пиллĕк ҫул хушшинче икĕ хут та ытларах патшалăх енчен тĕрев куҫарса панă вĕсене.  Республика бюджетĕнчен 15,7 хут ӳстерсе пулăшăва тивĕҫтернĕ.  Пĕтĕмпе агропромышленноҫ пайне финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕне 21,7 процент ытларах куҫарнă.  Фермерсене пулăшас ĕҫ те курăмлă пулса пырать, кăтарту мĕнпур виҫерен 13,2 процентпа танлашать.  Кун пирки ҫирĕплетсех каланă Сергей Артамонов

Паянхи куна илес пулсан хуҫалăхсене грант мелĕпе пулăшу пама тăрăшаҫҫĕ, 65 тĕрлĕ субсидисем пур. 

Ларăва пухăннисем 2022 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă.

Фермерсем, ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем хăйсен паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă, хăйсене проекчĕсене епле пурнăҫа кĕртсе пыни пирки каласа кăтартнă.

Яланхиллех ларура, ĕҫре хастаррисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă ҫĕр ĕҫченĕсене Чăваш Республикин агропромышленноҫ пайне пысăк тӳпе хывнисене патшалăх наградисене парса чысланă.    



11 августа 2022
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter