Ĕç пахалăхĕ ӳсет

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçипе Валерий Катеевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Влаç тытăмĕнче тăрăшакансен тĕлĕшпе килекен çăхавсен шучĕ çичĕ хут пĕчĕкленнине палăртрĕ управлени ертӳçи.

Çулталăк пуçланнăранпа управление патшалăх нушисем валли тавар туяннă чухнехи çитменлĕхсем пирки 120 çăхав килнĕ. Вĕсене тĕрĕсленĕ май саккуна пăснă 70 тĕслĕх тупса палăртнă. Кăçалхи çур çулта реклама çинчен калакан федераллă саккуна пăхăнманни пирки 50 заявлени пăхса тухнă. 10 ытла ĕç пуçарнă. Саккуна пăснин тĕслĕхĕсем абонент ирĕк памасăр электроçыхăну сечĕсем çине реклама вырнаçтарнипе, рекламăра пĕлтерĕшлĕ информаци çуккипе çыхăннă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, монополипе кĕрешекен службăн ĕçне централизациленĕ майпа йĕркелени те ĕçе чылай çăмăллатать. Вăл ĕç пахалăхне ӳстерет, йывăрлăхсене малтанхи тапхăрта тупса пама пулăшать.



НТРК
10 августа 2022
19:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter