Тĕнчене Турă тунă, ыттине — строительсем

«Пурнăçа çак профессипе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ӳкĕнмен. Çамрăк вăхăта таврăнса паян профессие çĕнĕрен суйламалла пулнă тăк — пурпĕр строитель ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăм. Строитель — чи мирлĕ професси, ку ĕç яланах кирлĕ», — тет Шупашкарти ял строительство комбиначĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Петр Лепешкин. Вăл, унăн ĕçтешĕсем кĕçнерникун Правительство çуртĕнче пулчĕç, вĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев професси уявĕ — Строитель кунĕ — ячĕпе саламларĕ.

Республика ертÿçи паллă каларăша аса илчĕ: «Турă тĕнчене тунă, ыттине – строительсем». Вăл строительсене саламласси хăйĕншĕн пушшех кăмăллине палăртрĕ, мĕншĕн тесен хăй те ĕç биографине стройкăра пуçланă. Олег Алексеевич шучĕпе, республикăри 3 пине яхăн организацие пĕрлештеркен, 19 пине яхăн çын ĕçлекен çак отрасль пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл пĕтĕм экономика аталанăвне тĕревлет, çав вăхăтрах пурнăç хăтлăхне тивĕçтерет.

Регион ертӳçи Чăваш Енре строительство сферин аталанăвне пулăшмалли йышăнусем тунине çирĕплетрĕ. Çав шутра — инфратытăм проекчĕсемпе çыхăннă 5 миллиард тенкĕлĕх заявкăсене ырлани. Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программа та отрасле ĕç парать. Çитес çул республика 2024 çулчченхи тапхăра вĕçлет, унтан тӳрех программăн тепĕр тапхăрне кӳлĕнмелле пулĕ. Çакă пĕчĕк хуласен сăн-сăпатне улăштарма уйрăмах пулăшĕ.
Правительство енчен çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшас енĕпе тимлĕх пысăк. Олег Николаев çывăх вăхăтра ипотекăн çĕнĕ, пĕчĕкрех, ставки вăя кĕрессе шантарчĕ. Пурăнмалли тăваткал метрсемпе тивĕçтермелли категорисем тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Çав шутра — тăлăхсем, нумай ачаллă çемьесем. Маларах 8 тата ытларах ачаллă çемьесене хваттерсемпе туллин тивĕçтернĕччĕ, унтан çакнашкал йышăнăва 7 тата ытларах ачаллă çемьесем тĕлĕшпе те тунă. Олег Алексеевич кĕтменлĕх сиксе тухнине те пытармарĕ: малтан унашкал 19 çемьене шута илнĕ иккен, анчах хайхи йышăнăва тунă хыççăн 7 ачаллисем самай ытларах пулни палăрнă. «Малтанхи списока лекменни — вĕсен айăпĕ мар. Куншăн уйрăм ведомствăсем яваплă», — терĕ Олег Алексеевич пурне те хваттерсемпе тивĕçтермеллине çирĕплетсе.
Тăлăхсене илес тĕк — вĕсене хваттерсем парас тĕлĕшпе йывăрлăх пулни те вăрттăнлăх мар. Ку лаптăкĕпе, ыттипе тивĕçтерекен хваттерсем тупасси кăткăс пулнипе те çыхăннă. Халь ку енĕпе чăрмав çук-мĕн — Олег Алексеевич строительство компанийĕсем ятарласа пысăк мар хваттерсем тунăшăн тав турĕ. Тепĕр енчен, Правительство хваттерсем вырăнне сертификатсем пама пуçлани те пулăшнă. Çак документ тăлăхсене хăйсене килĕшекен вырăнта хваттер илме май парать. Çийĕнчен хăйсен укçине хушма пултараççĕ — пĕчĕккине мар, пысăк хваттер туянма пулать.
Пурăнмалли çурт-йĕр тенĕрен, унăн строительстви вăй илсех пырать – пĕлтĕрхи кăтарту 2020 çулхинчен 24,1% пысăкрах. Кăçал строительсем тата ӳсĕмлĕрех ĕçлеççĕ: кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 367,3 пин тăваткал метр хута янă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 42,5% нумайрах.
«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала тума хутшăннă строительсене Олег Николаев уйрăммăн тав турĕ. Чăннипех пысăк ĕç тунă. Палăка сумлă лару-тăрура уçнă, çапах, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, унта ĕçлемелли татах пур-ха, апла пулин те мемориал нумай-нумай çынна илĕртекен-кăсăклантаракан вырăн пулса тăма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Чăваш Енре пурăнакансем кăна мар, ытти регионăн аслă çулпа иртекен çыннисем те унта чарăнаççĕ.
Çавна май строительсен ушкăнне Сăр тата Хусан хӳтлĕх чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă астăвăм медалĕпе чыслани, паллах, вырăнлă пулчĕ. Ытти наградăна — тава тивĕçлĕ строитель, Раççейĕн хисеплĕ строителĕн ячĕсене, Стройминăн Хисеп грамотине, Тав хутне — тивĕçнисем те чылай: «Канашстрой» штукатурĕ Марина Сергеева, 3-мĕш стройтрест ертӳçи Валерий Семенов, «Отделфинстройпроект» тĕп инженерĕ Елена Михайлова, 28-мĕш строительство управленийĕн столярĕ Анатолий Шелудяков, ыттисем. «Тус» строительство компанийĕн директорĕ Николай Угаслов вара Раççей Строительство, Промышленноç министерствисем, Строительсен союзĕ тата Строительство ĕçченĕсен профсоюзĕ пĕрле йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра палăрнă — «Строительство отраслĕн элити» диплома тивĕçнĕ. Олег Николаев, строительство министрĕ Павел Данилов вĕсене наградăсене панă май кашнинех алă тытса тав турĕç, ăнăçу сунчĕç.
www.hypar.ru



Хыпар
11 августа 2022
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter