Ял хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсем савӑнтараҫҫӗ
«Халӑх пуҫарӑвӗ» программа ҫулсерен вӑй илсе пырать. Кӑҫал 862 проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Ялсене аталантарма 900 ытла проект ӗҫе кӗртесшӗн. Ял тӑрӑхне комплекслӑ атлантармалли программӑпа килӗшӳллӗн çӗнӗ шкулсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫулсем сараҫҫӗ. Ял малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене паян Етĕрне районĕнче анлăн çÿтсе яврĕç. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑхĕнче тăрăшакан усламçăсемпе уççăн калаçрĕ. Тĕл пулура мĕн çинчен сăмах пынине пирĕн корреспондент Региона Кубайкина каласа кăтартĕ.
Чӗр тавара тирпейлессине аталантарамалла, хамӑр тӑрӑхра туса кӑларнӑ тавара сутлӑха кӑларма пулăшмалла, ҫав тӗллевпе ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене тӗрлӗ кластера пухӑнма майсем туса памалла – çакăн ҫинчен республикӑри фермерсен 3-мӗш слетӗнче калаҫрӗҫ. Республикӑра хальхи вӑхӑтра 38 000 гектартан тыр-пул пухса кӗртнӗ. Ҫанталӑка пула вырма ӗҫне ытти ҫулхипе танлаштарсан виҫӗ эрне каярах тухнӑ пулин те аграрисем пуҫ усмаҫҫӗ. Пӗр гектартан вӑтамран 36 центнер тухать. Хӑш-пӗр районсенче 50 центнер таран илеççĕ.
Тӗслӗхрӗн, Улатӑр тăрăхĕнче. «Кӳршисен те вӗсенчен кая юлмалла мар», – терӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Кашни ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма хушрӗ. 5 муниципалитетра инвестици профильне йӗркеленӗ. Ҫапах та ҫынсен хӑйсен те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнмалла.
Ку тата ытти ыйтӑва Правительство комиссийӗн ларӑвӗнче агропромышленность тытӑмӗнчи ҫур ҫулхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май сӳтсе яврӗҫ. Тӗплӗнрех – пирӗн ҫитес кӑларӑмсенче .