Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спортра пысăк ҫитӗнӳсемпе палăрнисене наградӑсем парса чысланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ спортра пысăк  ҫитӗнӳсемпе палăрнисене наградӑсем парса чысланă

2022 ҫулта Чăваш Республикинче спорт объекчĕсене тĕпрен юсама тата ҫĕннисене хăпартса лартма миллиард тенкĕне яхăн пăхса хăварнă.  Кун пек пысăк укҫана юлашки икĕ-виҫĕ ҫул хушшинче  ҫакнашкал уйăрса пынă.  Ырă хыпара Физкультурниксен кунне халалласа ирттернĕ пулăма пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.  

Спорт тытăмне аталантарса пырассипе палăртнă мероприятисене Чăваш Республикинче 2030-мĕш ҫулччен социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарса пырассипе йышăннă Стратегинче те пăхса хăварнă.  Чи пĕлтерĕшлисем – муниципалитетсенчи спорт объекчĕсене юсаса пырасси.  Футбол уйĕсене хута ярасси, спорт объекчĕсене ҫĕклесе пырасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Пĕр сăмахпа каласан, ялта пурăнакансене валли паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан ҫуртсене хута ярасси.  

2020-2021-мĕш ҫулсенче 28 спорт учрежденийне реконструкцилеме, юсаса ҫĕнетме  1 млрд тенкĕ уйăрнă,  2022 ҫул валли пурĕ 968,9 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  «Паллă, кун пек кăтартупа эпир лăпланса ларма шутламан-ха.  Кун пек ĕҫ малалла та лайăх пулса пытăр тесе, комплекслă мероприятисене пурнăҫа кĕртме пăхса хăваратпăр.  Паянхи пурнăҫпа тӳр килекен объектсем, ытларах ҫамрăк ҫитĕнекен ăрăва хăйсем патне илĕртеҫҫĕ, спорта йыхравлаҫҫĕ, унпа туслă пулма та вĕрентеҫҫĕ», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Юлашки икĕ ҫул хушшинче уйрăмах ҫав тери пысăк проектсене пурнăҫа кĕртнĕ.  Чăваш Енĕн чи вăйлă спортсменĕсем ҫĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ пулса тăни куҫ кĕретех.  2021 ҫулта 227 спортсмен Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕнĕ.   Кун пекки юлашки вунă ҫул хушшинче пуҫласа пулнă. «Пирĕн спортсменсем 745 медале кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхрах тивĕҫнĕ.  Ку ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ. Апла пулсан, спорт объекчĕсене туни кăлăхах мар.  Ҫамрăксем спорт енчен лайăх аталанса, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  Чăваш Республикин чысне хӳтĕлеҫҫĕ пирĕн спортсменсем», – тесе каланă Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Ен спортпа туслă регионсенчен пĕри пулнă май ырă йăласене манăҫа кăлармасть. Республикăра пурăнакан кашни иккĕмĕш ҫын сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнать. Ҫултан-ҫул спорта юратакан ҫемьесен, ачасен, ветерансен, ĕҫ коллективĕсен йышĕ ӳсет, спорт инфратытăмĕ вăй илсе пырать.

Тепĕр паллă пулăм пулса иртрĕ пирĕн регионта, кăҫал Чăваш Ен ҫăмăл атлетика енĕпе спорт мероприятине ҫĕршыв шайĕнче йĕркелесе ирттерчĕ.  Раҫҫей Чемпионатчĕ ҫамрăк яш-кĕрĕме спорта ҫӳреме хавхалантарчĕ, спортăн ҫак тĕсне ытларах юратма май пачĕ.  

Спорт резервне аталантармалли майсем лайăхланаҫҫĕ. Пирĕн республика чысне тĕрлĕ ăмăртура хӳтĕлекен спортсменсемпе тата тренерсемпе мăнаҫланатпăр. Вĕсен ҫĕнтерĕвĕсемпе рекорчĕсем ҫамрăксене спорта тата сывă пурнăҫ йĕркине суйлама хавхалантараҫҫĕ.

Кăҫал авăн уйăхĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта суперфинал иртет. Раҫҫейре шахматла выляссипе иртекен ăмăртăва чи вăйлă та ăста 24 шахмăтҫă килсе ҫитĕҫ.

Паян, мероприятине пухăннисене саламланă май, спортра чи пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Пĕтĕмпе пысăк хисепе 40 ҫын тивĕҫлĕ пулнă. Физкультурăпа спортăн ĕҫченĕсемпе ветеранĕсене, спортсменсене тата сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансене тав тунă.



12 августа 2022
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter