Чӑваш Енре Андриян Николаев космоса вӗҫнĕренпе 60 ҫул ҫитнине анлăн паллă тунă

Чӑваш Енре Андриян Николаев космоса вӗҫнĕренпе 60 ҫул ҫитнине анлăн паллă тунă

Андриян Григорьевич Николаевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне хавхаланупа тӗслӗх тивӗҫлӗ, вӑл Чӑваш Енри нумай ҫамрӑксемшӗн ҫул-йӗр ҫӑлтӑрӗ пулса тӑнӑ, каярахпа хӑй валли летчик карьерине суйласа илнӗ. Ҫакăн пек сăмахсемпе пуҫланă  юбилейе пухăннисене саламланă май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

 «Никита Хрущев вĕҫевҫĕ каланă сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ.  Андриян Григорьевич Совет Союзӗпе хӑйӗн чӑваш халӑхне мухтава кӑларни тенисем. Халĕ Совет Союзӗнче чӑвашсем пуррине пӗтӗм тӗнче пӗлет. Ҫак сӑмахсем пирӗншӗн хаклӑ, вӗсене вуласан е илтсессӗн кашнинчех истори страницисенче юлнӑ ӗҫсемшӗн мӑнаҫлӑх туйăмĕ ҫуралать. Чăваш Енре Паллӑ ентешсене чысланӑ ҫул Андриян Григорьевич Николаев, паллах, уйрӑм вырӑн йышӑнать. Нумайӑшне унпа  тĕл пулса калаҫма та тӳр килнĕ, кирлĕ пулсан унтан пулӑшу та ыйтнă пулĕ. Ҫак самантсем пысăк телей пулса тăнă. Шансах тӑратӑп, унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе хăюллăхĕ ĕмĕр пурин асĕнче те юлассине», тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Унăн космосра кăтартнă паттăрлахне ламран лама, ĕмĕртен ĕмĕре куçарса пыма вара шăпах та мемориал комплексĕ пулăшать. Астăвăм лапамне çулран-çул аталанса, çĕнлĕхсем кĕртсе пыма тăрăшаççĕ.

 Сăмах май, А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан мемориаллă комплекса реконструкцилессипе хастар ĕҫсем пулса пынине те каланă вăл. Ҫитĕнекен ăру ăна тĕслĕх вырăнне хурса ҫитĕнтĕр, ун пек маттур та ăслă пулма вĕрентĕр тенĕ Пуҫлăх.  Тепĕр тесен, ҫĕнелсе хитреленекен объект туристсемшĕн те кăсăклă пуласси никама та иккĕлентермĕ.  

Чăваш ятне çăлтăрсем таран илсе çитернĕ кун, шăпах 60 çул каялла çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шуршăл  яш ачи Андриян Николаев «Восток-3» караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Пĕлтерĕшлĕ пулăм Чăваш Ене çеç мар, мĕнпур тĕнчене савăнтарнă.

Андриян Григорьевич Николаева хисеплесе, ăна халалласа иртнĕ пулăма сумлă делегаци килсе ҫитнĕ. Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, летчик-космонавтсем – Олег Скрипочка, Юрий Маленченко, Павел Попович космонавтăн хĕрĕ – Наталия Березная тата ыттисем те.

 «Питĕ кăмăллă, Андриян Григоревич Тăван ҫĕрĕнче мĕнпур халăх ăна хисеплесе, ҫакăн пек йышлăн пухăнса паллă ентешĕмĕре асра тытни.  Эпир ăна ĕмĕрех аса илетпĕр. Вăл пире тĕнче уҫлăхне ҫул кăтартса пачĕ», – тенĕ уява пухăннисене саламланă май Раҫҫей Геройĕ Олег Скрипочка. «Роскосмос» Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн Максим Овчинниковăн салам ҫырăвне вуласа панă.    Шӑпах та,  Чӑваш Республикинче Андриян Григорьевич Тӑван ҫӗршыва юратма, ӗҫченлӗхе, ҫӗнтерӗве, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассишӗн ҫине тӑрса ĕҫлеме, ҫынсене ырӑ кӑмӑлпа чӗререн юратма хăнăхарнă тесе ҫапларах каланă салам йĕркисенче. «Паян та Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен пурнăҫне космоспа ҫыхăнтарма тăрăшаҫҫĕ.  Пулас ăру яваплăха туйса, ун пек пулассишĕн ырми-канми вăй хурать», – тенĕ салам йĕркисенче.  

Раҫҫей Геройĕ Юрий Маленченко питĕ лайăх Андриян Николаева пĕлни пирки хыпарланă.  «Пысăк профессионал.  Вăл чи лайăххисен йышĕнче яланах пулнă.  Вĕҫевҫĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Эпир ун пек пулма тăрăшнă, вăл палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн яваплăха туйса ĕҫленĕ», – тенĕ Раҫҫей Геройĕ.    

Уявра летчик-космонавтсен: Олег Артемьев, Денис Матвеев тата Сергей Корсаков  саламне те итлеттернĕ пухăннă мĕнпур халăха.  «Пĕр вĕҫĕмсĕр эпир ăна хисеплесе тата юратса пурăнатпăр.  Андриян Григорьевич пире ҫитĕнӳсем тума яланах хавхалантарса тăрать.  Чăваш халăхĕ тата космонавтăн пысăк хисепĕсем пирĕн чĕремĕрсенче яланах упранĕҫ.  Тĕнче уҫлăхне пĕрремĕш вĕҫеве тухнăранпа 60 ҫл ҫитнине палăртса пухăннă мĕнпур ҫынна чун-чĕререн саламлатпăр.  Андриян Николаевăн тусĕ – Павел Попович та ун пекех маттур та пысăк тавра курăмлă вĕҫевҫĕ. Яланах мирлĕ пурнăҫ, сывлăх космонавтсенни пек ҫирĕп, Тăван ҫĕршывăмăршăн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме вăй-хал, килĕшӳ пултăр», –   ҫапларах каланă видео  саламра.    Уява пухăннисене Алексей Гоман – Раҫҫей юрăҫи хаваслă юрăсем парнеленĕ.   Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче А.Г. Николаева халалланă чаплă курав хатĕрлесе тăратнă.  

Планпа килĕшӳллĕн, Андриян Николаев тĕнче уҫлăхне вĕҫнĕренпе 60 ҫул ҫитнине палăртса унăн тăван тăрăхĕнче Шуршăл салинче  те пысăк мероприятисем иртеҫҫĕ.

1962-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ чăваш халăхне ĕмĕр-ĕмĕр мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: Шуршăл каччи Андриян тĕнче уçлăхне парăнтарнă. Çак пулăм чылай çыншăн кĕтменлĕх пулнă. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара космоса Павел Попович хăпарнă. Ушкăнла вĕçевре вĕсем 4 талăка яхăн пулнă. Телее, Андриянăн çитĕнĕвĕ кунпа анчах вĕçленмен, вăл космосра чи нумай вăхăт пулса рекорд кăтартма пултарнă, вăлах креслăран вĕçĕренсе карапра хăй тĕллĕн вĕçекенсенчен пĕрремĕш пулнă. Мухтавлă ентешĕн паттăрлăхне халăх паян та сума сăвать. Спорта кăмăллакансем Андриян çӳренĕ çул-сукмакпа ир-ирех велочупăва хутшăнса ятарлă дистанцие парăнтарчĕç.

Мухтавлă ентешĕн паттăрлăхне халăх яланах асра тытать. Паллă куна халалласа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем Андриян Николаевăн çуралнă Шуршăл салинче, çавăн пекех Шупашкарта иртнĕ.

Чăваш кăйкăрĕн ырă тĕслĕхĕ паян та пин-пин çынна хавхалантарать.

 



12 августа 2022
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter