Чăваш ятне çăлтăрсем таран çитернĕ кун
Чăваш ятне çăлтăрсем таран илсе çитернĕ кун. Шăпах 60 çул каялла çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шуршăл каччи Андриян Николаев «Восток-3» караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Пĕлтерĕшлĕ пулăм Чăваш Ене çеç мар, мĕнпур тĕнчене савăнтарнă.
Мухтавлă ентешĕн паттăрлăхне халăх яланах асра тытать. Паллă куна халалласа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем Андриян Николаевăн çуралнă Шуршăл ялĕнче, çавăн пекех Шупашкарта иртеççĕ.
1962-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ чăваш халăхне ĕмĕр-ĕмĕр мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: Шуршăл каччи Андриян тĕнче уçлăхне парăнтарнă. Çак пулăм чылай çыншăн кĕтменлĕх пулнă. Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара космоса Павел Попович хăпарнă. Ушкăнла вĕçевре вĕсем 4 талăка яхăн пулнă. Телее, Андриянăн çитĕневĕ кунпа анчах вĕçленмен, вăл космора чи нумай вăхăт пулса рекорд кăтартма пултарнă, вăлах креслăран вĕçĕренсе карапра хăй тĕллĕн вĕçекенсенчен пĕрремĕш пулнă. Мухтавлă ентешĕн паттăрлăхне халăх паян та сума сăвать. Спорта кăмăллакансем Андриян çӳренĕ çул-сукмакпа ир-ирех велочупăва хутшăнса ятарлă дистанцие парăнтарчĕç.
АЛЕКСАНДР ИЛЛАРИОНОВ: «Пирĕншĕн çак велочупу питĕ пĕлтерĕшлĕ, эпир çак велочупăва ĕçтешсемпе, юлташсемпе хутшăнтăмăр. Питĕ кăмăллă, чăнах та. Çынсем нумайăн хутшăнчĕç паян. Çанталăкĕ кăмăллă. Çак Андриян Григорьевич Николаев çулĕпеле эпир паян çак велпробега чупса тухрăмăр».
Пĕлтерĕшлĕ кун Чăваш Ене Андриян Николаева хисеплекен, унран ырă тĕслĕх илекен сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче Раççей Федерацийĕн паттăрĕсем, летчик-космонавтсем – Олег Скрипочка, Юрий Маленченко, Павел Попович космонавтăн хĕрĕ – Наталия Березная. Вĕсем паттăрлăх кăтартнă тĕнче уçлăхĕн хастарĕсене асăнса улмуççисем лартрĕç. Асаилӳ çăмхине сӳтнĕ май Павел Попович хĕрĕ – Наталия – ашшĕн юратнă юррине те шăрантарчĕ. Чăваш кăйкăрĕн ырă тĕслĕхĕ паян та пин-пин çынна хавхалантарать. Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ялĕнче пурăнакан Владимир Иванов васкавлă службăра, Серегин ячĕпе хисепленекен авиаци полкĕнче хесметре тăнă чухне Андриян Николаева пĕрре мар курнă. Хастар ентешпе çыхăннă асаилӳ те сахал мар унăн.
ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Вырăссем калаççĕ, тухса калаççĕ «Своим земляком» теççĕ, калаçа ил-ха теççĕ. Эпĕ ун чухне вăтанкаланă. Вара ун чухне калаççĕ, эпир стройне чарса кĕтсе тăратпăр теççĕ, эпĕ ун чухне вăтанкаласа тăнă. Эпĕ çавăншăн шеллетĕп. Пысăк тытман хайне хăй. Ун пек çын, мĕнле калас, пин çынран та, вунă пин çынран та уйрăлса тăрать темелле».
Космонавтпа çыхăннă асаилӳсем митингра та сахал мар пулчĕç. Андриян тусĕсем, поэт-çыравçăсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем Николаевпа пулнă самантсене, ăна тĕнче уçлăхне ăсатнă вăхăта, вăл еплерех тăван ене юратнине аса илчĕç. Унăн космосра кăтартнă паттăрлахне ламран лама, ĕмĕртен ĕмĕре куçарса пыма вара шăпах та мемориал комплексĕ пулăшать. Астăвăм лапамне çулран-çул аталанса, çĕнлĕхсем кĕртсе пыма тăрăшаççĕ.
СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «2022-мĕш çулта çак музей республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçлĕ пулчĕ. Çав гранта пула вĕсем передвижной выставка хатĕрленĕ. Çывăх çулсенче çак музей реконструкцине кĕмелле, эпир проект документацине хатĕрлетпĕр. Куçса çӳрекен выставка вара районсене тухса, шкулсене çитсе ачасене каласа пама пулăшĕ».
ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Космонавтсен аллейи пĕлтерĕшлĕ кун çĕнĕ йывăçсемпе пуянланчĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн паттăрĕсем, летчик-космонавтсем лартрĕç. Хальлĕхе йывăçсем çамрăк-ха, çапах та çулсем иртсессĕн вĕсем çимĕç пама та тытăнĕç. Аллейăна музей ĕçченĕсем çавăн пекех шкулта йĕркеленнĕ çамрăк космонавтсен отрячĕн хастарĕсем пăхса тăрĕç. Çапла майпа ачасем мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршывăн паттăрĕсем пирки пĕлĕç. Аллея малалла та аталанса пырĕ, эппин пирĕн астăвăм яланах халăх асĕнче упранĕ».
Андриян Николаев тĕнче уçлăхне хăпранаранпа 60 çул çитнине Шупашкар хулинче те анлăн паллă турĕç. Андриян Григорьевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, кăсăклă самантсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче фойере йĕркеленĕ куравра та, сцена çинче ирттернĕ уявра та палăртрĕç. Савăнăçлă пулăма регион ертӳçи Олег Николаев та хутшăнчĕ. Уяв Андряина халалланă савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.