Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлани

Физкультурăпа спортăн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем, спортсменсем тата сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансем!
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп. Чăваш Ен спортпа туслă регионсенчен пĕри пулнă май ырă йăласене манăҫа кăлармасть. Республикăра пурăнакан кашни иккĕмĕш ҫын сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнать. Ҫултан-ҫул спорта юратакан ҫемьесен, ачасен, ветерансен, ĕҫ коллективĕсен йышĕ ӳсет, спорт инфратытăмĕ вăй илсе пырать.
«Спорт — пурнăҫ йĕрки» проект пулăшнипе массăллă спорта, пысăк ҫитĕнӳсен спортне тата спорт резервне аталантармалли майсем лайăхланаҫҫĕ. Пирĕн республика чысне тĕрлĕ ăмăртура хӳтĕлекен спортсменсемпе тата тренерсемпе мăнаҫланатпăр. Вĕсен ҫĕнтерĕвĕсемпе рекорчĕсем ҫамрăксене спорта тата сывă пурнăҫ йĕркине суйлама хавхалантараҫҫĕ.
Спортсменсемпе тренерсене, спорт юхăмĕн ветеранĕсене тата физкультурăна юратакансене тав тăватăп. Эсир сывă наципе ҫĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хыватăр. Сире ҫирĕп сывлăх, хавхалану, вăрăм ĕмĕр тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев