Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строитель кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строитель кунĕ ячĕпе саламлани

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Строитель кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн пархатарлă ĕҫĕр пирĕн хуласемпе ялсене хăтлăлатса ҫĕнетет.

Паян Чăваш Республикин строительство комплексĕнче виҫĕ пин ытла организаци, 20 пин ытла ҫын ĕҫлет. Йăласене тирпейлĕ упраса эсир малалла ҫирĕппĕн пăхатăр, ĕҫĕн ҫĕнĕ стандарчĕсене, ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртетĕр.

Тулашри санкцисен витĕмне кура паян экономика условийĕсем ансат мар пулин те шăпах сирĕн сфера производство калăпăшне ӳстерсе пырать. Граждансем валли пурăнмалли ҫурт-йĕр тăвассипе ҫыхăннă тĕп кăтартусене пурнăҫлас тĕлĕшпе иккĕленӳ ҫук. 

Сирĕнпе пĕрле республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсен - больницăсен, шкулсен, ача сачĕсен, культура ҫурчĕсен, социаллă центрсен - строительствипе, реконструкцийĕпе, юсавĕпе ҫыхăннă ĕҫсене палăртнă вăхăтран маларах пурнăҫлатпăр.

Хамăрăн ветерансене, Чăваш Енĕн строительство комплексĕн аталанăвне, кадрсем хатĕрлессине, профессире ҫамрăксем аслисен ĕҫне тăсас йăлана упрассине пысăк тӳпе хывнăскерсене, уйрăммăн тав тăватăп.

Сире пурне те ҫирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ыранхи куна шанма, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ҫĕнтерӳсем, телей, ырлăх сунатăп! Сирĕн ĕҫ нумай ҫуллăха пирĕн пĕрлехи мăнаҫлăх никĕсĕ пулса тăтăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                             Олег Николаев

 

 

 



14 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter