Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чӑваш Енре 250 пин тонна тӗш тырӑ ҫапса кĕртнĕ

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чӑваш Енре 250 пин тонна тӗш тырӑ ҫапса кĕртнĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унти уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă, кӗрхи тулӑ пухса кӗртес ӗҫсем мӗнле пынипе кăсăкланнă. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ  Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче кăҫалхи ҫул тухăҫ пĕлтĕрхинчен чылай пысăк пулассине пĕлтернĕ.  Тыр-пула палăртса хунă планран ҫурри ытла пухса тирпейлесе кĕртме те ĕлкĕрнĕ ҫĕр ĕҫченĕсем. 250 пин тоннӑна яхӑн тырӑ ҫапса кĕртнĕ, ку иртнӗ ҫулӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнчен ҫуррине яхӑн пулать. Вӑтам тухӑҫ 35,7 центнерпа танлашать.  «Планпа пăхса хăварнă тăрăх, миллион тонна яхăн тĕш тырăна пухса кĕртмелле.  Ҫĕр улмине те виҫĕ районта туллин пуҫтарса та илнĕ.   Ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ  гектартан 300 центнер, пӗлтӗр  – 220 пулнӑ. Хальхи вăхăтра кĕрхи валли культурăсене акса хăварассипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ аграри тытăмĕнче вăй хуракансем.  Плана туллин пурнăҫа кĕртесси пирки иккĕленӳ ҫук», – тесе каланă министр.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле ҫĕрсемпе тĕллевлĕн усă курса пырассипе пĕрлехи  ҫĕнĕ плана пăхса туха, ял хуҫалăх валли уйăрнă лаптăксене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă. 

Палăртса хăваратпăр, Шупашкар районĕнче лартса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсем 22 461,9 га танлашнă. Кĕрхипе ҫурхи культурăсене акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕ – 13 988,9 га, пахча ҫимĕҫ лартса ҫитĕнтермелли лаптăксем – 21 га, выльăх-чĕрлĕх валли ӳсен-тăрансем – 2915 га йышăнаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕр лаптăкĕсемпе муниципалитетра тухăҫлă тата пĕлсе усă курни куҫ кĕретех.   



15 августа 2022
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter