Доброволецсен шкул ачийĕсене тата паттăрăн вилнисен тăлăха юлнисене ятарлă стипендисем парӗҫ, вӗсене кунне икӗ хутчен вӗри апатпа тивӗҫтерӗҫ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев малтанласах палăртнăччĕ: «Атăл» ырă ĕҫ тăвакансен батальонĕнче вăй хуракансен шкул ачийĕсене ҫитес вăхăтсенчех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине парса пулăшасси пирки йышăну тухасси ҫинчен.  Ырă ĕҫ тăвакансен ҫемйисене патшалăх енчен тĕрев куҫарса парас тесе, ятарлă операцийĕнче вăхăтсăр пуҫне хунисен тăлăха юлнă шкул ачийĕсене те ҫакнашкал пулăшупа тивĕҫтересси паллă.

«Стипенди мĕн чухлĕ пулассине ĕҫлĕ канашлура сӳтсе явăпăр.  Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине ку эрне вĕҫлениччен, указ проектне хатĕрлесе тăратма ыйтатăп», – тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков.  

Чăваш Енĕн пĕрремĕш вице-премьерĕ республика Пуҫлăхĕн хушăвĕ пирки чарăнса тăнă.  Ятарлă операцине хутшăнакансем патне патшалăх енчен кирлĕ пек тимлĕх уйăрма каланă.  «Влаҫ органĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсене калатăп.  Ыйту каламасăрах паллă, чи малтанах Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствине пырса тивет.   Кашни ҫемьене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле.  Кашни фамилине пĕлсе тăмалла. Май пур таран вĕсенчен кашнине вăхăтра патшалăх енчен пулăшупа тивĕҫтермелле.  Енчен те  паттăрсен пĕчĕк ачасем пур пулсан, вĕсене ача садне вырнаҫтарма та пулăшма тивĕ. Ачасене пĕрремĕш класа ҫӳреме те хăтлă условисем хатĕрлесе пама тăрăшмалла. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – ачасене шкулта вĕри апат ҫитересси.  Пирĕн таса тивĕҫ, паттăр салтаксене ĕмĕр асра тытасси, хамăр енчен кирлĕ пек мĕнпур пулăшусемпе тивĕҫтересси», – тенĕ вăл.  

Чăваш Енре «Атăл» ятлă батальона пухассипе халĕ те ĕҫ малалла пырать,  хастарсене Украинăпа Донбаса ăсатаҫҫĕ.  «Камсем контрактсене алă пуснă, вĕсем тимлĕхсĕр юлманнине пурте лайăх ăнланаҫҫĕ.  Вĕсене пурне те ҫителĕклĕ таран патшалăх енчен тĕрев куҫни те куҫ кĕретех», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Хальхи вăхăтра, камсем контрактсене алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсене укҫана икĕ хутчен уйăхра парса пулăшаҫҫĕ.  Пĕтĕмĕшле укҫан виҫи 200 пин тенкĕпе танлашать.  Кунсăр пуҫне ытти тĕрев те пур, вĕсене пурне те вăхăтра тивĕҫтереҫҫĕ.

«Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе ĕҫе тытăннă. Ку ĕҫ малалла та пырать. «Ҫамрăк гвардеецсем», «Единая Россия» волонтерсем хастар ĕҫе кӳлĕннĕ.  Кама пулăшу кирлĕ, вĕсене туххăмрах хăйсен енчен пулăшусемпе тивĕҫтерме тăрăшаҫҫĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрациĕн Ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Шалти ĕҫсен  политикин Управленийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов.       

 



15 августа 2022
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter