Олег Николаев Чӑваш Ен делегацийӗпе пĕрле "Ҫар–2022" форум ĕҫне хутшăнать

Олег Николаев Чӑваш Ен делегацийӗпе пĕрле "Ҫар–2022" форум ĕҫне хутшăнать

Делегаци йышĕнче – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономка министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикин промышленноҫ тата энергетика министрĕ Александр Кондратьев, республикăри 14 предприятийĕн представтелĕсем, промышленноҫпа оборона комплексĕнче тăрăшакансем тата ыттисем те.    

Пуҫласа Чăваш Республики хăйĕн куравне хатĕрлесе тăратать форумра.  Чăваш Енĕн производителĕсем Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх оборона заказне пурнăҫласа паха курав экспозицине  харпăр хăй таварĕсемпе тăратаҫҫĕ.  

Форумри ĕҫ программипе килĕшӳллĕн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Армия-2022» ҫар техникисен форумĕн пленар ларăвĕпе торжествăлла пайне, 2022 ҫулхи пĕтĕм халăхсен хушшинчи ҫар вăййисене, Раҫҫейри пысăк технологиллĕ таварсене тирпейлесе кăларакан производствăсен фундаменчĕ – ОПК диверсификацийĕ ятпа хатĕрленĕ сесси ĕҫне, ОПК предприятийĕ хатĕрленĕ экспозицисен куравне, Беларус Республикин мероприятийĕсене те  хутшăнать.   



15 августа 2022
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter