Спортсменсене саламларĕç
Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан регион. Ку енпе республика чылай çул Атăлçире малтисен ретĕнче тăрать. Тивĕçлĕ кăтартура физкультура ĕçченĕсемпе спортсменсен тӳпи пысăк.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче физкультурăпа спорт ĕçченĕсем професси кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе Чăваш Республикин Ертӳçи Олег Николаев тĕл пулчĕ.