«ҪАР-2022»: Олег Николаев Чӑваш Енри промышленноҫ организацийĕсен делегацийĕ "Роскосмоспа" тата "Ростех" предприятисене ҫитсе курас текен шухăша ырланă

«ҪАР-2022»: Олег Николаев Чӑваш Енри промышленноҫ организацийĕсен делегацийĕ  "Роскосмоспа" тата "Ростех" предприятисене ҫитсе курас текен шухăша ырланă

«АРМИ – 2022»  ҫар  техникисен Пĕтĕм тĕнчери форумĕнче регионти промышленноҫ предприятийĕсен  представителĕсемпе уҫă калаҫăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ чухне кун пек майсем пирки  каланă. 

«Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕп тĕллевсенчен пĕри – технологиллĕ суверенитета тивĕҫтересси.  Ку ыйтăва пурнăҫа кĕртес тесессĕн, пурин те пĕр чăмăра пухăнса вăй-хăвата ӳстермелле. Наукăпа тĕпчев, шырав ĕҫĕсене анлăрах ирттермелле.  Паянхи пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене тивĕҫтерес тесессĕн, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлемелле. Чи малтанах ку тĕлĕшпе пысăк предприятийĕсен ĕҫе кӳлĕнме тивĕ», - ҫапларах палăртнă Олег Николаев

Таварсене сутас тесессĕн, синхронизаци тени  ăнлав малти вырăна тухмалла, Патшалăх корпорацийĕсемпе те тĕллевлĕ ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  «Калăпăр, «Росатом», вĕсем кăҫал импорта улăштарассипе 50 процентран та иртсе кайни куҫ кĕретех.  Ҫитес ҫул ку кăтартăва 95 процента ҫитерме тĕллев лартать асăннă предприяти. Кăтарту ҫав тери пысăк. Вĕсем электротехника пайĕпе  ҫине тăрсах ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  Пирĕн пуласлăхри тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче «Росатомпа»  пĕрле тăрăшма та тивĕ, е тата хăшĕ-пĕрисене хамăр тĕллĕн ĕҫлесе пыма пултарайратпăр пулсан, пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми  вăй хума тивĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Тепĕр тесен, кадр ыйтăвĕсем ҫине те тимлĕх уйăрмалла.  Кун пирки те вăл каласа хăварнă сăмаха малалла тăснă май.

«Çар» форума пĕрремĕш хут 2015-мĕш çулта йĕркеленĕ. Ун чухне 7 çĕршывран 28 пĕрлешӳ хутшăннă. Çавăнтанпа ăна çулсерен ирттереççĕ. Кăçал пĕтĕм çĕршыври çарпа техника форумĕ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен пырать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене пурнăҫлассинче отечественнăй программăсен витĕмлĕхне тĕпе хурса йĕркелесе пымаллине асăннă. «Ҫĕннисене анчах мар, киввисене те  паха программăсене тĕпе хурса йĕркелесе пыма пĕлмелле», – тенĕ вăл.  «Пирĕн ĕҫсене хамăрăн отечественнăй  производительсемпе пĕрле йĕркелесе пырассишĕн ĕҫлемелле. Ку шăпах та, тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса.

Олег Николаев республика территорийĕнче ҫĕнĕ кластерсем хута каясси пирки ырă хыпара каланă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕрев парассине те асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.

Сăмах май, кăçал пĕрремĕш хут Чăваш Ен форума пĕрлештернĕ экспозиципе хутшăннă. Унта чăвашри 7 пĕрлешӳ хăйсем кăларкан таварпа паллаштарать: Шупашкарти электроаппарат завочĕ, «Бреслер», Шупашкарти хăватлă агрегатсен завочĕ, «Каскад», «Технотрон», «Релематика», Улатăрти механика завочĕ. Çаван пекех «Лента», «Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ», Чăвашкабель завочĕ, «Элара», «Электроавтомат», «ВНИИР-Прогресс», «Проект-техника корпораци» курава уйрăммăн хатĕрленнĕ.

«Манăн кластерсем патне хăйне евĕр курăм. Енчен те ĕҫсене пĕрлештерсе сарса пыма майсем пур пулсан, туллин усă курма тăрăшмалла.  Кун пек ĕҫе пурнăҫласан, предприятисене вăй илсе хăватланса пыма та ансат.  Чăваш Енĕн экономики те ҫирĕпленĕ, промышленноҫ предприятийĕсем те кирлĕ пек шайра аталанса пырĕҫ.  Тепĕр тесен, регионсен хушшинчи пысăк предприятисене пĕр чăмăра пухсан аван. Кун пек пирĕн пирĕн позици тата та вăйланĕ, статус тени те ӳсет.  Федераци Правительстви те кун пек ĕҫлесе пырсан, ытларах тимлĕх уйăрасси никама та иккĕлентермĕ»,  – тесе каланă вăл.

Технопарксене, индустри паркĕсене хамăр территоринче хута яма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратма республика Правительстви хатĕр пулнине те каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Кластера хутшăнма кăмăл тăвакан предприятсене тата та хушма тĕрев патшалăх енчен илме  пултарасси никама та иккĕлентермĕ.    Инфратытăма  ҫирĕплетсе вăй илтерсе пыма аван пуласси те куҫ кĕретех пулĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Промышленноҫ министерстви пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăри промышленноҫа аталантарма витĕм кӳрекен Фондпа пĕрле кластер аталанăвĕн центрĕ хута кайнă. Коопераци витĕмлĕхĕпе ĕҫлес текенсене валли центр хушма пулăшусем парса пулăшать.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫитес 2023 ҫулта Пĕтĕм тĕнчери ҫар техникисен форумĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ стендне тăратмаллине асăннă.  «Кун пек пысăк ĕҫсене республика хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.  Хитре тата питĕ тухăҫлă пулса тухĕ.  Кун пек ĕҫе хутшăнни – каярах витĕм кӳресси те паллă.  Пысăк корпорацийĕсен представителĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме палăртса та хуратăп хам енчен.  Миноборона, Минпром пирĕн стендсемпе кăсăкланма пултарччăр», – тенĕ вăл. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноҫ кластерӗн ĕҫ ушкӑнӗн анлӑ ларӑвне хутшăннă. Унта çар валли ĕçлекен предприятисен ĕçне-хĕлне çĕнĕлле йĕркелес пирки калаçнă.

Беларуçри, Китайри, Турцири, Таиландри, Индири, Иранри, Раççейри пĕрлешӳсене Мускав облаçĕнчи Кубинка хули пухнă. Форумри куравра пин çурă предприяти 28 000 ытла хатĕр тăратнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн регионти Раççей хӳтĕлев министерствипе тачă ĕçлекен пĕрлешӳсем те пур.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионти предприятисем ĕҫе хутшăнма яланах хавас тесе хыпарланă.  «Пуласлăх ҫине тĕллевлĕн пăхни сисĕнет.  Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсем патне курăмлăн пыни куҫ кĕретех.   Пур пек кăтартусене упраса хăварассишĕн кăна тăрăшмаҫҫĕ вĕсем, ӳлĕмрен тата та пысăкрах ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ»,  – тенĕ Пуҫлăх.   

   



16 августа 2022
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter