«Çар-2022» форум
Çĕршыври çар хăватлăхĕ, мăнаçлăхĕ пĕр вырăнта. Мускав облаçĕнче иккĕмĕш кун «Çар-2022» çарпа техника форумĕ пырать. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать. Республика пĕрремĕш хут форум валли пĕрлештернĕ курав хатĕрлерĕ. Унта чăваш предприятийĕсем хăйсем кăларакан таварпа паллаштараççĕ.
– Çичĕ предприяти пĕр пĕрлĕхре стендра кăтартни маншăн питĕ пысăк çитĕнӳ, мĕншĕн тесен çак пĕрлĕхлĕ стендра пĕчĕк предприятисесм пухăннă. Хăйсене тĕллĕн вĕсене çак курава хутшăнма йывăртарах. Пĕрле пухăнса пĕр стенда хутшăннă май вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатса Чăваш Республикине питĕ анлăн кăтартса пама пултараççĕ. Çак стенд çине эпир Раççей Федерацийĕн пысăк корпорацин представителĕсене те чĕнсе вĕсене тӳрех Чăваш Республикинчи тĕрлĕ енлĕ предприятисен майĕсене кăтартса пама пултаратпăр тата çĕнĕ шухăшсем çине тухма пултаратпăр çакăнта сӳтсе явнă май.
Курав пысăк пĕрлешӳсемпе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме май парать. Форумра «Роскосмос» тата «Ростех» пĕрлешӳсене кайса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма Чăваш Енри промышленнăç предприятийĕсен делегацине йĕркелеме палăртрĕç. Олег Николаев пуçарăва ырларĕ. Çакă ют çĕршыври таварсене хамăрăннисемпе ылмаштарас ĕçе тухăçлă туса пыма май памалла.
Пĕрлештернĕ экспозицисĕр пуçне республикăри çичĕ предприяти форумра хăйсем туса кăларакан япаласемпе уйрăммăн паллаштарчĕç. Курава хутшăнакан 14 предприятинчен кашниех патшалăх хӳтĕлев саккасне пурнăçлама хутшăнать. Вĕсем çар техникине пайĕсене кăлараççĕ. Чи пĕлтерĕшли кунта тĕнчере çук технологисене ĕçе кĕртесси. Республикăри пĕрлешÿсем ку ĕçе шанчăклă пурнăçлаççĕ. Форум çурла уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырать. Унта 72 çĕршыв хутшăнать/