Чăваш ЕН ЖКХ тытăмне модернизацилеме федераци инвестицине ҫичĕ миллиард ытла явăҫтарма пултарĕ

Чăваш ЕН ЖКХ тытăмне модернизацилеме федераци инвестицине ҫичĕ миллиард ытла явăҫтарма пултарĕ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕпе Ирек Файзуллинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра каланă. Вăл каланă тăрăх, РФ Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республика ҫĕнĕ программăсене хастар хутшăнать. «Вĕсем чи малтанах, хушма укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă.  ЖКХ тытăмне модернизацилеме тăкакланакан укҫа-тенкĕ.  Пиллĕк ҫуллăха йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Ен тата та 7 млрд тенкĕ тивĕҫме пултарать. Ку тĕрев федераци енчен субсиди мелĕпе куҫать. Дотаци те сахал мар. Региона ҫав тери пысăк тĕрев.  Проектсене хӳтĕлеме эпир хамăр енчен тивĕҫлĕ шайра ĕҫсене пурнăҫама тăрăшăпăр, программăсене хутшăнма пикенĕпĕр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

«Чăваш Республикипе ĕҫсем чăнласах та, питĕ лайăх тата вăхăтра пулса пыраҫҫĕ», – тенĕ РФ строительство Министрĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Мĕнпур направленисемпе регион питĕ хăвăрт тата тивĕҫлĕ пурнăҫласа пырать ĕҫсене.  ЖКХ тытăмне модернизацилессипе те хастар ĕҫлет.  Регионта чылай ĕҫе туса та ĕлкĕрнĕ.  Пуласлăхра палăртса хунисем те сахал мар.  Пĕр-пĕринпе уҫҫăн калаҫса пĕрне пĕри ăнланса ĕҫлесе пыни паха.  Пĕрлĕхре кирек-епле ĕҫе те туххăмрах пурнăҫлама пулать.  Палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», – тенĕ РФ строительство Министрĕ Ирек Файзуллин.  

Тӗлпулура регион территорийӗнче пысӑк инфратытӑм проекчӗсене, "Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе хула хутлӑхӗ" нацпроекта пурнӑҫланине, ҫавӑн пекех пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне модернизацилессине, стройкомплекса аталантармалли ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута яни 2021 ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан 42,5% ӳснӗ. "Строительство" ӗҫ-хӗлӗн калӑпӑшӗ 19,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. "Пирӗн лару-тӑру ҫирӗп аталанса пырать", – палăртнă Олег Николаев. 2022 ҫулхи пирвайхи ҫичӗ уйӑхра регионта 673,5 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ, ку планран 94 процентпа танлашать. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума пирӗн потенциал та пысăк – 344,5 гектар  лаптăкĕнче 5,1 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума пултарайратпăр. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республикинче "Стимул" программа пурнӑҫланать, унпа килĕшӳллĕн кӑҫал 176 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хушма объектсем тума пултараҫҫӗ. «Кӑҫал планпа палӑртнӑ тӗллевсене пурне те вӑхӑтра пурнӑҫлатпӑр, хӑрушлӑха курмастпӑр", –  тенĕ  Олег Николаев.

Кӑҫал "Стимул" программăпа килĕшӳллĕн Шупашкар хулин тӗп пайӗн I-мĕш тапхăрĕнче VII микрорайонӑн ҫул тӑвас ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫак территорире кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ ливнева канализаци сетьне тӑвас ӗҫ малалла пырать.  Ҫурла  уйӑхӗнче канализаци сетьне тата "Олимп" микрорайонра туса пӗтерме палӑртнӑ, унта строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех программӑна пурнӑҫланӑ шайра "Акварель" микрорайонра шывпа тивӗҫтермелли сеть тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ – ӗҫсене кӑҫалхи авăн-чӳк уйӑхӗсенче вӗҫлеме палӑртнӑ. 2023 ҫулта ҫавӑн пекех Шупашкар хулин тӗп пайӗн III микрорайонӗнчи З.Яковлева урамӗнчи ҫуран бульварпа ҫула вӗҫлесси те паллă. Халӗ строительство объектӗнче геодези ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ,  объекта пурнăҫлама ирӗк паракан документаци туса хатӗрлеҫҫӗ.

Федерацин "Пурӑнмалли ҫрт-йӗр" проектне пурнӑҫланӑ май черетри икӗ пин ытла тӑлӑха юлнă ачасене тата ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисĕр юлнисене хваттерсемпе тивӗҫтересси пирки сӳтсе явнӑ. "Республика бюджетӗнчен ҫак тӗллевсем валли ҫулсеренех укҫа-тенкĕ уйӑраҫҫӗ. Кăтарту та пĕчĕк мар. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче ҫеҫ тӑлӑхсене валли хваттерсем пама 1,1 миллиард тенкӗ янӑ, вӗсенчен 412 млн тенкӗ –  федераци бюджетĕнчен куҫнă", –  пĕлтернĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. 2021 ҫулта республикӑри укҫа-тенкӗ уйăрнă пай федераци енчен куҫаканнинчен 4,3 хут пысӑкрах (325,1 млн тенкӗ тата 74,3 млн тенкӗ тивӗҫлӗн), 2022 ҫулта вара – 5,7 хут нумайрах (415,8 млн тенкӗ тата 72,6 млн тенкӗ). Олег Николаев 2022-2026 ҫулсенче пиллӗк ҫул хушшинче черете пӗтерме федераци субсидийӗсен калӑпӑшне ҫулсеренех 450 ҫынран кая мар ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме кирлине каланă.

Ҫавӑн пекех вӑл 2021 ҫулта республикӑра тӑлӑх ача-пӑчасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификатне паракан пулӑшу мерине тата 23 ҫула ҫитнӗ ачасене хӑй тӗллӗн пурӑнма май панӑ альтернативлӑ мера ӗҫе кӗртнине пӗлтернӗ. Унпа 2021 ҫулта 10  тăлăх ача усӑ курнă, 2022 ҫулта – 59 тӑлӑх ача ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та Раҫҫей Федерацийӗн хулисенче шывпа тивӗҫтермелли системӑна аталантарасси тата шыв кӗртмелли тытӑма аталантарасси проектсем пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. "Шывпа тивӗҫтерес тата шыв юхтарса кӑларас ӗҫре ҫур миллионлӑ хулана пахалӑхлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерессинче ҫак проектсем пурте пысӑк пӗлтерӗшлӗ",  – тенĕ вăл.

2018 ҫулта Шупашкар хули ҫак проекта хутшӑнмашкӑн конкурс суйлавӗнче мала тухнă, ăна Раҫҫей Федерацийӗпе БРИКС ҫӗршывсене аталантармалли Ҫӗнӗ банк хушшинчи кивҫен килӗшӳ шайӗнче укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Ен Строительство министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, хула тулашӗнчи коллектора юсаса ҫӗнетес ӗҫ хĕрӳ пырать. Ҫавӑн пекех КНС технологи тата электричество оборудованине модернизацилесси те аван пулса пырать. Насус станцийӗсене диспетчеризацилемелли тытăма ҫӗнетесси те паллă. Асӑннӑ мероприятисен пӗтӗмӗшле хакӗ 2,7 миллиард ытла тенкӗпе танлашать.

Унсӑр пуҫне Строительство министерстви Олимп резервӗн 2-мĕш №-лĕ спорт шкулӗн хӗллехи спорт тӗсӗсен Центрӗн роллер йĕлтĕрсен трассине федераци реестрне кӗртесси те куҫ кĕретех.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн спорт Министрĕ Олег Матыцин Чӑваш Республикине килнӗренпе 3,9 ҫухрӑм тӑршшӗ выртакан  ҫутӑпа видеосăнав вырнаҫтарнă роллер йӗлтӗрҫӗсен трассине реестра кӗртесси ҫинчен калакан заявкӑна хатӗрленни ҫинчен хыпарланă. 2021 ҫулта туса хатӗрленӗ проект докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн 2023–2024 ҫулсенче объект тӑвас проектӑн хакӗ 970,5 млн тенкӗпе танлашать.

Чӑваш Республикинчи Олимп резервĕн 2-мĕш №-лĕ спорт шкулĕн хӗллехи спорт тӗсӗсен Центрне 2014 ҫулта тума тытăннă. Асӑннӑ тапхӑрта администраци  пайне, спортсменсем валли 48 вырӑнлӑ хăна ҫуртне, йӗлтӗрсем хатӗрлемелли пӳлӗмсем, комментатор уйрăмĕсене туса лартнӑ.



17 августа 2022
18:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter