Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Адвокатурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Адвокатсен пӗрлӗхӗн аталану ҫулӗ пирӗн республикӑн тата ҫӗршывӑмӑрӑн историйӗпе, унти социаллӑ-политикӑлла улшӑнусемпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Паянхи адвокатура – гражданла обществӑн пӗлтерӗшлӗ институчӗ, право патша­лӑхне аталантармалли витӗмлӗ гарант. Професси этикин принципӗсене ҫирӗп пӑ-хӑнса тата право пулӑшӑвне пысӑк ӑсталӑхпа кӳрсе эсир пирӗн граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене, саккунлӑ интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр.

Чӑваш адвокатури право пулӑшӑвне тӳлевсӗр памалли тытӑма аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварас килет. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ социаллӑ хӳтлӗхсӗр ҫынсем шӑпах эсир тӑрӑшнине пула право пулӑшӑвне тӳ-левсӗр илеҫҫӗ тата хӑйсене ку тӗлӗшпе малашне те пулӑшса пырассине ҫирӗппӗнех шанма пултараҫҫӗ.

Ҫак 100 ҫул хушшинчи тапхӑрта адвокатсен ӑрӑвӗ тунӑ мӗнпур лайӑххине ти­вӗҫлипе сыхласа упранӑшӑн сиртен кашнинех тав тӑватӑп, хаклӑ ветерансене сума суса пуҫ таятӑп. Вӗсенчен ытларахӑшӗ адвокат ӗҫне аталантарассишӗн ырми-канми тӑ-рӑшнӑ, килес ӑрусемшӗн чӑннипех ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.

 Сире пурсӑра та ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх  сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев

 



19 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter