Олег Николаев Елена Бадаевăна "Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ" ята илнӗ ятпа саламланă

Чăваш Республикин тĕп хулин чи пысăк муниципаллă наградине Бадаева Елена Игнатьевнăна - Шупашкарта 1-мĕш №-лĕ ҫăкăр пĕҫерекен заводăн генеральнăй директорне 2022 ҫулта ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче чысланă. Шупашкар хулин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, ҫăкăр пĕҫерессипе тата пылак ҫимĕҫсем тирпейлесе кăларакан промышленноҫ пайĕнче яваплăха туйса, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн пысăк хисепе тивĕҫнĕ.
Ҫак вырсарни кун Чăваш Ен тĕп хули хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Кăçал Шупашкар 553 çул тултарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, хулан кунĕ умĕн Шупашкарăн хисеплĕ çыннисене чыслаççĕ. Кăçал çак сумлă ята Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн тĕп директорĕ Елена Бадаева тивĕçнĕ.
«Чылай тапхăр хушшинче ĕҫлесе пысăк кăтартусемпе палăрнă, общество ĕҫĕ-хĕлĕнче те пултарулăхăр яланах мухтава тивĕҫлĕ. Сирĕн пурнăҫри паха ĕҫ опычĕ, Эсир пурнăҫа юратса пурăннине ҫирĕплетет. Хăвăра килĕшнĕ ĕҫе таса чунпа, яваплăха туйса пурнăҫласа пыратăр. Эсир хăвăрăн ĕҫчешĕрсене хисеплеме пĕлетĕр, завода та кулленех аталантарса пыратăр. Производствăра пысăк технологийĕн витĕмлĕхĕ кулленех пурнăҫа кĕрсе пыни куҫ кĕретех. Халăх патне паха тавар ҫитеретĕр, сирĕн ҫăкăрĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Пысăк тав Сире яваплăха туйса таса чунпа хăвăра шанса панă ĕҫе пурнăҫланăшăн. Эпир яланах Сирĕн пек пулма тăрăшăпăр. Ҫитĕнекен ăру валли те Сирĕн паха ĕҫ опычĕ тĕслĕхре яланах пуласса шанатпăр», – тенĕ вăл.
Елена Игнатьевнăн пурнăçĕ, шăпи, ĕçĕ-хĕлĕ пирĕншĕн тĕслĕх, тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă ята тивĕçнипе саламланă май.
Регион Пуҫлăхĕ палăртнă пулăма пухăннисене ҫывхарса килекен Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламланă. «Эпир ҫулсерен ҫак палăртнă уява пĕтĕм чун-чĕререн кĕтсе илетпĕр. Пирĕн ҫакăн пек питĕ лайăх хула пурришĕн пурсăмăр та мăнаҫланатпăр. Тĕп хуламăршăн пурте хавхалансах ĕҫлеҫҫĕ. Паллă ентешĕмĕрсене пысăк тав. Хула кунран-кун илемленсе хитреленсе пыни те куҫ кĕретех», – тенĕ Олег Николаев. «Чăвашсен ырă йăли-йĕркипе культурине малалла та ăша хывса, ламран-лама куҫарса пырасчĕ. Хамăрăн ума лартнă пысăк тĕллевсем патне ҫитме ырми-канми вăй хурса ĕҫлесе пырасчĕ», – тесе палăртнă вăл.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса Елена Бадаева Чăваш Енĕн аталанăвĕнче пысăк тӳпе хывнă. Предприятинче те вăл професси ӳсĕмне кулленех мĕн пĕчĕккинчен пуҫласа асли таранах ӳсме пултарнă. Пĕчĕк специалистран пуҫланă хăйĕн ĕҫне. Халĕ палăртма кăмăллă, заводăн генеральнăй директорĕ пулса тăрăшать. Ҫăкăр пĕҫерекен предприятинче вăл пĕтĕмпе 56 ҫул тăрăшать, вĕсенчен 36 ҫул ертӳҫĕ пулса вăй хурать. Унăн паха ĕҫ опычĕ чăн-чăн тĕслĕх ыттисемшĕн. Асăннă предприятине Чăваш Республикинче анчах мар, ҫĕршывĕпех лайăх пĕлеҫҫĕ.
«Эпир Елена Игнатьевнăна ĕҫчен ҫын пулнине лайăх пĕлетпĕр. Унăн кăмăлĕ те, ĕҫченĕлĕхĕ те ҫитĕнекен ăрушăн яланах тĕслĕхре», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕ Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков.
«Эпир хамăрăн Хисеплĕ гражданинсемпе мăнаҫланатпăр. Вĕсен паха проекчĕсем яланах пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, пуҫаруллă ĕҫне тĕпе хурса ыттисем те хастар ĕҫе пурнăҫласа пырасҫҫĕ», - тесе каланă Раҫҫй Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Мероприятинче яланхи пекех, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене пара чысланă.