Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Шупашкар хула кунĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв ку хулара ҫуралса ӳснисемшĕн, кун-ҫулне унпа ҫыхăнтарнисемшĕн, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн, аталанăвне тӳпе хывакансемшĕн - пуриншĕн те питĕ хаклă.

Атăл  хĕрринчи ҫур миллион ҫын пурăнакан хула 553 ҫул тултарать. «Ĕҫ паттăрлăхĕн хули» ята тивĕҫнĕ Шупашкар республика тата ҫĕршыв историне ырăпа кĕрсе юлнă ҫĕр-ҫĕр пултаруллă ҫынна ӳстернĕ.

Хула кунĕн девизĕ «Ҫуралнă вырăн - туртăм вырăнĕ» чĕнӳ пулса тăчĕ. Чăнах та, Шупашкар паян кунта ҫуралса ӳснисене кăна мар, унăн пуян кун-ҫулĕпе, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе паллашма килекен хăнасене те илемпе, хăтлăлăхпа, тасалăхпа, тăнăҫлăхпа илĕртет.

Шупашкар хăтлăлăхне ӳстерме наци проекчĕсем, федераци, регион, муниципалитет программисем пулăшаҫҫĕ. Вĕсене пурнăҫа кĕртнĕ май хулара ҫĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута каяҫҫĕ, ҫул-йĕр инфратытăмĕ лайăхланать, кану, туризм вырăнĕсем нумайланаҫҫĕ, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем лайăхланаҫҫĕ. Чăваш Ен тĕп хули аталанса, сарăлса пырать. Ҫакă, паллах, савăнтарать.

Шупашкар агломерацине туса хуни территори илемне, унăн ĕҫ-хĕл майĕсене ӳстерессе, «Анлă Атăл ҫулĕ» туризм маршрутне аталанма, мал тĕллевлĕ ытти проекта пурнăҫа кĕртме пулăшасси пирки иккĕленместĕп.

Малашне те Шупашкар хула ҫыннисен ырлăхĕшĕн чечеклентĕр, ăслăлăх тата пултарулăх аталанăвĕн вырăнĕ пултăр. Хулан кун валли май ҫителĕклех.

Республикăн тĕп хулинче пурăнакансене ҫирĕп сывлăх, ҫемье телейĕ, ҫитĕнӳ тата ăнăҫу сунатăп. Уяв ячĕпе!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                  Олег Николаев



20 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter