«Ҫӗршыв ялавӗ – Раҫҫей ҫыннисен чĕринче упранать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Ҫӗршыв ялавӗ  – Раҫҫей ҫыннисен чĕринче упранать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунне халалласа Шупашкарта  Денис Майданов хутшӑннипе флешмоб мелĕпе  мероприяти ирттернĕ. "Ман патшалӑх ялавӗ" юрра Управҫă- Анне монуменчӗ патӗнче автор юрланӑ май тем пысӑкӑш триколор сарса тытнă.

Раҫҫей ялавӗ – Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗн сӑваплӑ символӗ. Вӑл ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗпе истори астӑвӑмне палӑртать тата тӗрлӗ халӑхӑн миллионшар ҫынни­не пӗр чӑмӑра пӗрлештерет.

«Пирӗншӗн, Раҫҫей ҫыннисемшӗн, нумай асап тӳснисемшĕн, ялав пирӗн чун-чĕремĕрсемшĕн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрать. Ҫак символсене  пирĕн спортсменсене тытма ирĕк паманнине те пăшăрханса эпир темиҫе ҫул ĕнтĕ  сăнаса пыратпăр. Ҫакăн пек киревсĕрлĕхе тӳсме тивет пирĕннисен.  Анчах кун пек пачах та тума юрамасть, мĕншĕн тесен,  Раҫҫейри кашни ҫыншӑн  ялав, патшалăх символĕсем чĕремĕрсенче упранаҫҫĕ.  Эпир патшалăх символĕсене пула хамăр Тăван ҫĕршывăмăра юратнине пĕлтеретпĕр.  Кирек-епле йывăрлăха парăнтарас ĕҫре те пирĕн ялав пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.  Тĕрлĕ ăмăртусенче те ялавăмăр хисеплĕ вырăнта вĕлкĕшет.  Пире ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма та патшалăх символĕсем хавхалантарса тăраҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Раҫҫей ялавĕ – пирĕн пурнăҫ ялавĕ.  Пирĕн мăнаҫлăх, вăл пирĕн ҫĕнтерӳ.  Ялавпа хальхи тата пулас ăру Раҫҫей мăнаҫлă пулнине кăтартса парĕ.  Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп.  Яш-кĕрĕме хамăрăн ялавпа мăнаҫланма, ăна ҫӳлрен те ҫӳле ҫĕклесе утма, ҫĕнтерӳ патне ăнтăлма, пысăк кăтартусемпе палăрса унпа Раҫҫей чысне хӳтĕлеме сунатăп», – тенĕ  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, ҫӳлерех палăртнă юрă авторĕ, поэт, композитор Денис Майданов.     

Паллă   пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  членĕсем, Шупашкар хулин депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем, Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшакансем, А.В. Кочетов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн кадечĕсем, обществăлла ĕҫ-хĕлте вăй хуракансем тата ытти официаллă ҫынсем те хутшăннă. Ӗмӗрсем хушши триколор пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнине мӑн асаттемӗрсен пуян еткерлӗхӗпе тата хальхи ҫитӗнӳсемпе мӑнаҫлантарнине каланă вĕсем.

Пирӗнтен кашниех тӳрӗ кӑмӑлпа ырми-канми ӗҫлесе, паллӑ ҫитӗнӳсем туса, малашлӑхшӑн яваплӑн тата хастарлӑн тӑрӑшса республика ырлӑхне ӳстерсе пырас ӗҫе, патшалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать.



22 августа 2022
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter