Пултарулăх бульварĕ тыткăнлать
Гагарин палăкĕ патĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх аграри университечĕ таран. Хула кунĕнче çак вырăн кĕр! кĕрлесе тăчĕ. Кунта малтан техника парачĕ иртрĕ, унтан Пултарулăх бульварĕ халăха пухрĕ. Шупашкарăн тĕп урамĕсем хăйне майлă сцена пулса тăчĕç.
Хула техникин парачĕ 2017-мĕш çултанпа иртет. Сехетре 10 çухрăм. Çак хăвăртлăхпа 100-е яхăн ятарлă техника çула тухрĕ. Çавăн пекех кунта электромобильсен колонни пулчĕ. 70-е яхăн мотоциклист та хурçă уттисем çине утланса хула урамĕпе иртрĕ. Хальхинче «Опричниксем», «Каçхи кашкăрсем», «МотоФэмили» мотоклубсене çӳрекенсем халăха савăнтарчĕç. Хула урамĕсене пăхса тăракан техника вара хăйне майлă душ йĕркеленĕ. «Дорэкс» пĕрлешĕвĕн шыв сапакан машинисем çул хĕрринче тăракан çынсене пĕр тумлам лектермесĕр сылтăм енчи бордюртан пуçласа сулахайне çитиччен çула йĕпетсе пычĕç. Çакă хăйне май ăсталăх.
Куракансем 1-мĕш троллейбуса та алă сулласа ирттерсе ячĕç. 58 çул каялла 1-мĕш маршрутпа çӳренĕ транспорт çулсерен пысăк уявра çула тухать.
Хыççăнах кунта Пултарулăх бульварĕ ĕçлеме пуçларĕ. 100-е яхăн лапамра юрă-ташă ăстисем, спортсменсем, çутçанталăка хисеплеме вĕрентекенсем пухăннă. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ те кăçал лапам хатĕрленĕ. Радиора вăй хуракансем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. «Тăван радио» продюсерĕ Надежда Андреева вырăнтанах тӳрĕ эфира та тухрĕ. Хыççăнах наци радиовĕн ĕçченĕсем старт илчĕç. Куракансем валли нумай ыйту хатĕрленĕ вĕсем. Паллах, çĕнтерӳçĕсене парне кĕтрĕ. Тупсăмне пĕлекенсем уявран наци телерадиокомпанийĕн паллине ÿкернĕ куркапа кайрĕç. 120 лапам.
Кунтах ал ĕçне вĕренме пулать, шахмат турнирĕнче палăрма май килет. Музыка инструменчĕпе калакансем те пур. Авиамоделистсем патĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ытларах чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Чайка» клуб пуçлăхĕ регион ертӳçине кордодрома тума пулăшнăшăн тав турĕ.
«Кордодром пурри кашни кун хатĕрленме май парать. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн ачасем Раççейре мала тухассишĕн иртне ăмартура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, çĕршыври авиомодель спорчĕн пĕрлештернĕ командине кĕтĕмĕр», – терĕ вăл.
Пысăк арт-объектсем, урамри театр, музыкантсем тата ытти те – пултарулăх лапамĕ таврана каç сĕмĕ çапичченех ĕçлерĕ. Куракансем Хĕрлĕ тӳреме тулли кăмăлпа утрĕç. Кунта вĕсене Денис Майданов юрăç хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Пурне те савăнтараканĕ, мăнаçлăх туйăмĕ вăратаканĕ салют пулчĕ.