Раççей рекордне çĕнетрĕç
Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне уявларĕ. Паллă куна халалласа Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакансемпе унăн хăнисем Шупашкар кӳлемĕшне пухăнса туслăн алла-аллăн тытăнса пĕр картана тăчĕç. Раççей рекордне çĕнетме çирĕп тĕллев лартнă-çке. Унччен маларах чи пысăк йышпа вăйă картине пухăннă хула Ĕпхӳ пулнă. Вĕсем пĕлтĕр 2 700 çынна пĕр кăшăла пухма пултарнă. Раççей рекордне çĕнетме май килнĕ-ши чăвашсен?
Çынсем икĕ сехет маларах вăйă картине тăма килме пуçларĕç Шупашкар кӳлемĕшне. Кашнинех тутăр çыхтарчĕç, алă çине сулă çактарчĕç. Раççей рекордне çĕнетес кăмăллисен йышĕнче ача садне çӳрекенрен пуçласа аслă çултисем таранах пулчĕç. Пурте вĕсем çак пысăк проекта хутшăннă май Атăл хĕрринче янăракан илемлĕ юрă-кĕвĕпе кăмăлне çĕклерĕç, Шупашкар илемĕпе киленчĕç. Беларуçран, Донецк Халăх Республикинчен килнĕ хăнасем те Шупашкар кӳлемĕшĕнче йĕркеленĕ Раççейри чи пысăк картана тăчĕç. Сусăрсем те кӳмесемпе кунта çитрĕç. Шупашкар пысăк рекорд лартма хатĕленнине пĕлсен ниепле те килте лараймарăмăр теççĕ.
АЛЕКСАНДР СЕРГЕЕВ: «Рекорд лартма хатĕр. Кăмăлсем лайăх».
Виталий техникăпа туслă. Йĕпреç районĕнчен инçе çула çывхартса кӳлемĕше çитрĕ. Юнашарах – пĕрле вĕренекен юлташĕсем. Пурте пĕрле кар тăрса пĕр шухăшлă пулсан çеç пысăк çитĕнӳ тума пулать теççĕ вĕсем. – Ку хоровода эпĕ ăшă туйăмсемпе хутшăнтăм. Юлташсемпе, пĕрле вĕренекенсемпе килтĕм. Питĕ савăнăçлă событи пулать ку.
РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Шупашкар йĕркеленнĕренпе 553 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа Шупашкарта, республикăра пурăнакансем Шупашкар кӳлемĕшне килчĕç. Вĕсем çакăн пек тутăрсем çыхса пруте пĕрле алла аллăн тытăнса çак вăйă картине тăчĕç. Раççейĕн рекордне çĕнетес тĕллевпе. Эпир те вĕсен йышне хутшăнтăмăр».
Çын нумай пулнипе картана сарма тӳр килчĕ. Кликерсемпе усă курса Раççей рекордне çирĕплетекен ушкăн пухăннисене шутларĕç. Вĕçсĕр-хĕрсĕр вăчăра евĕр курăнчĕ алла-аллăн тытăннă çак кăшăл. 12 731 çынна пухрĕ вăл.
«Кун чухлĕ çын килессе шутламанччĕ те, пурне те тав тăватпăр», – терĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин