«Тӗнчери нумай хулапа Шупашкар танлашайрать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Тӗнчери нумай хулапа Шупашкар танлашайрать», - тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Шупашкар хулине 553 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.

«Эпĕ Чăваш Ен ҫынни пулнишĕн мăнаҫланатăп. Ҫĕршыври пиншер хула хушшинче чи таса та хăтлă хуласенчен пĕри  тĕп хуламăр пулса  тăчĕ. Туристсем те хапăл тусах килеҫҫĕ пирĕн тăрăха.  Пурăнма та Чăваш Енре лайăх, условисем чаплă», тесе каланă Хула кунне халалланă савăнăҫлă мероприятине пухăннисене саламланă май Олег Николаев.

Шупашкар хулин ҫитĕнĕвĕсем – вĕсем пĕтĕмпех мĕнпур тапхăрта пулса пынă кăтартусем тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Пирĕнтен кашни тĕп хуламăр вăй илсе аталанса пытăр тесе ырми-канми тăрăшни куҫ кĕретех. «Кашни ăру йăла-йĕрке упранса пытăр тесе сахал мар ĕҫленĕ. Шупашкар хули мăнаҫлă пултăр тесе, кунран-кун ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрас тесе тăрăшнă.  Хула пурнăҫĕнчи кашни тапхăрĕ хăйĕн ӳсĕмĕсемпе палăрса тăни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Совет саманин тапхăрĕнче заводсем кĕрленĕ.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ҫулĕсенче пирĕн заводсем паха таварсем калăпласа кăларнă. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем хыҫҫăн та «ура ҫине» тăратассишĕн сахал мар вăй хума тивнĕ.   Енчен те истори пирки сăмах пуҫарас пулсассăн, чи малтанах Хĕрлĕ тӳрем пирки калас пулать.  Мускав ҫыран хĕрри, залив, хăна ҫурчĕсем, туристсене валли ятарлă илемлĕ объектсем тата ытти те. Вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ», –  тенĕ вăл.     

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче , паянхи куна илес пулсан, Шупашкарта пурăнакансем, администрацинче тăрăшакансем,   республика Правительствипе пĕрле мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене хастар хутшăннине пĕлтернĕ.  Сăмах май, хулара кăҫал ĕҫ паттăрлăх хулисен ятарлă форумĕ иртнине те пĕлтернĕ.  Асăннă пулăма Раҫҫей Президенчĕ пуҫарса янипе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртме пуҫланине  палăртнă вăл.     

«Эпир ӳлĕмрен те малалла пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшăпăр. Шупашкар хули аталанса вăй илсе пытăр тесе  ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр.  Пиншер хула хушшинче Шупашкар хули ĕҫлесе пурăнма чи хăтлă хула пултăр тесе  вăй хурăпăр», – тесе каланă Олег Николаев.  «Ку пек пултăр тесессĕн, нумай та кирлĕ ма пулĕ.  Кашни ҫыннăн хăйĕн ĕҫ вырăнĕнче яваплăха туйса таса чунпа, халăх ырлăхĕшĕн ĕҫлесе пыма пĕлмелле.  Пĕрле вăй хурса ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пуласси те часах.  Паллă, малашлăха та курмалла, ун патне хастар утмалла.  Пĕрлĕхре вăй, пĕрне-пĕри шанса килĕштерсе ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Кун пек пулсан, кунран-кун ҫитĕнӳсем туса пыма та аванрах пулĕ.   Хула уявне тата та лайăхрах та лайăхрах ирттерсе пыма майсем пулĕҫ», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  

Юратнă хуламăра чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем сахал мар каланă.  Уява пухăннисене саламлама ытти официаллă ҫынсем те пуҫтарăннă, вĕсем пурте ырăпа асăнса хуламăр пирки хăйсен кăмăл-туйăмне пĕлтернĕ.   

«Хулан чĕри – унăн пуян халăхĕ.  Вĕсем кашни кун хăйсен чун-чĕри ыйтнипе ăшă кăмăлпа хула аталанса пытăр тесе тăрăшаҫҫĕ.   Хăйсен тĕллевĕсене туллин пурнăҫласа пырассишĕн ырми-канми вăй хурса ĕҫлеҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров.

Чăваш Енĕн тĕп хули – Атăл тăрăхĕнчи хуламăрсенчен чи аслисенчен пĕри шутланать.  Уява пухăннисене ҫакăн пекех ăшшă сăмахсем каласа саламланă  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, сăмах май тĕп хуламăрăн историйĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă.  Шупашкар хулипе ҫыхăннă паллă пулăмсем пирки те каласа хăварнă, ҫитĕнӳсем мĕнпур халăха хавхаланса ĕҫлеме вăй-хал хушнине палăртнă.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн саламĕнче, регионта тĕрлĕ халăх ҫынни пурăннине палăртнă, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă ĕҫленине асăннă.  

«Эпир ҫав тери чаплă хулара пурăнатпăр.  Пирĕн пулас ăру та лайăх пурăнтăр. Хулана юратса телейлĕ пурнăҫпа хăйсен ĕмĕрне пурăнса ирттерччĕр», – тенĕ  Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Савватий.  

Ҫĕршывра кун пекки пулман, пуҫласа Шупашкар хулинче массăллă хор иртнĕ. Хула кунне палăртса аслă урампа иртнĕ ушкăнсене пĕтĕмпе 12 731 ҫын хутшăннă.  Кун пек пысăк кăтартушăн, хула ертӳлĕхне рекорда тивĕҫнĕ ятпа сертификат парса чысланă.

«Пирĕн патĕнче паян Донецк Халăх Республикин представителĕсем.  Ытти республикăсенчен те пултарулăх ушкăнĕсем хапăл тусах килме килĕшнĕ.   Тĕрлĕ хуласенчен килнĕ представительсем пирĕнпе пĕрле уява кĕтсе илме хавас.   Ку шăпах та, эпир пĕрлĕхре пулнине ҫирĕплетет те.  Ҫав тери пысăк хор йĕркелерĕмĕр.  Эпир пĕр халăх – туслăхра тата пĕрлĕхре вăй», – тесе каланă  Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин.  

Паллă пулăма Денис Майданов концерчĕпе вĕҫленнĕ, уяв салючĕ вара пурин кăмăлне те уҫса янă.   

Палăртса хăваратпăр, маларах Олег Николаев хăйĕн мăшăрĕпе Наталья Алексеевнăпа арт-проекта ҫитсе килнĕ.  Тĕрлĕ организацисем 120  ытла курав ĕҫĕсене хутшăнса, хăйсем пирки курăмлă ĕҫсем хатĕрлесе тăратнă пулнă.  Чаплă пулăма хаваслă юрăпа уҫнă.  Регион Ертӳҫи туслăх урамĕпе иртнĕ, унта Халăхсен Туслă ҫурчĕ хатĕрленĕ тĕрлĕ мероприятисене курса савăннă.   

«Чăваш Енре 128 тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем пĕр ҫемйери пек килĕштерсе туслă ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ.    Питĕ лайăх, пĕр ҫемйери пек пĕр чăмăра пухăнса пĕрле юратнă хуламăрăн кунне паллă туни», тенĕ Олег Николаев.  Пултарулăх бульварĕ урамĕнче тĕрлĕ секцисем те ĕҫленĕ. ГТО тӳремĕнче кашни ҫын хăйĕн спортри ҫитĕнĕвне тĕрĕслеме пултарнă, шахмат вăййисем те пулнă, пĕр сăмахпа каласан культурăпа ҫыхăннă чылай мероприяти йĕркеленĕ.

Ҫĕнĕ Шупашкарти «Чайка» авиамодель клубăн ертӳҫи Юрий Беднов Чăваш Ен Пуҫлăхне кордодром  хута яма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Ҫĕнĕ объект тăтăшах тренировкăсем ирттерме май парать.  Пирĕн хастарсем, кăҫал ăмăртусене мала тухни те ҫакнах ҫирĕплетет. Раҫҫей шайĕнче иртнĕ ăмăртура мала тухни пурсăмăра та малашне те пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать. Пирĕннисем ҫĕршывăн пĕрлештернĕ ушкăнне лекнĕ, ку та пысăк чыс», тесе ырă хыпара пĕлтернĕ вăл.

Уявра агро-холл хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.  Ăна Аграри институчĕ умĕнче вырнаҫтарнă пулнă.  Урамри мĕн-пур халăх валли тĕрлĕ курав иртнĕ, вĕсемпе кашни паллашма пултарайнă.  Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-кĕввине  куракансене парнеленĕ.



22 августа 2022
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter