Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ. Ĕҫе  пухăннисем Чăваш Республикинче кăҫал ҫур ҫулта  регионти наци проекчĕсене епле пурнăҫласа пынин кăтартăвĕсене тишкернĕ, мониторинг пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă.

Регионти проектсене пурнăҫа кĕртме тăкакланакан укҫапа туллин усă курса пырасси лайăхланнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан кăтарту 1,5 хут  ӳснĕ.   Чăваш Республикин консолидированнăй бюджетĕнчен тăкакланнă укҫа калăпăшĕ 2022 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 6,6 млрд тенкĕпе танлашнă, палăртнă кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 48 процентпа танлашать.  Пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăрта кăтарту кăштах пĕчĕкрех пулнă.

Ларура отрасльсен министрĕсем наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн пурнăçлакан мероприятисем, çак ĕçре тухса тăракан йывăрлăхсем çинчен каласа панă. Наци проекчĕсене мĕнлерех ĕçе кĕртнине мониторингланă чухне чылай кăтартăва тата  нумай результата пăхаççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче регионта ĕҫлев, культура, демографи, РФ цифра экономики, пуҫаруллă предпринимательсене витĕм кӳрессипе, хулан хутлăхне аталантарассипе, экологи енĕпе ҫыхăннă проектсене лайăх пурнăҫа кĕртсе пынине асăннă.  Палăртнă наци проекчĕсемпе объектсене пурнăҫа вăхăтра тата туллин кĕртсе пыни куҫ кĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫав вăхăтрах туризм, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă пректсене пурнăҫа кĕртессипе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов бюджетран уйăракан укçапа тĕрлĕрен усă куракансем, сăмахран, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм предпринимательлĕх пуçарăвне пулăшасси» наци проектне  лайăх процентсемпе пуçласа, «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проектне ӳсĕмпе пурнăçлакансем те  пуррине пĕлтернĕ. Çавăн пекех «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçлеве пулăшасси», «Цифра экономики», «Культура» наци проекчĕсене ĕçе кĕртмешкĕн куçарма палăртса хунă укçапа планпа  килĕшӳллĕн усă курса пынине те хыпарланă вăл.

Регионти проектсене епле пурнăҫа кĕртсе пыни пирки хыпарсене халăх патне муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакансем лайăх вăхăтра тата кирлĕ пек тĕрĕс илсе ҫитернине те асăннă ведомство ертӳҫи.  Пĕр сăмахпа каласан, Атăлҫи федераци округĕнче ҫу уйăхĕнчен пуҫласа Чăваш Енре наци проекчĕсемпе лайăх ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех. Чи ăнăҫлă ĕҫлекен вунă субъект йышне кĕнĕ пирĕн республика. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекнсем республикăри хыпарсене ҫийĕнчех общественноҫа илсе ҫитернĕ, мĕнпур палăртса хунă мероприятисем пирки те пĕлтерсех тăнă. Кăтарту пирĕн республикăн лайăх, ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăшах мар пулĕ.    РФ субъекчĕсен рейтингĕнче Чăваш Республики утă уйăхĕнче 9-мĕш вырăна тухнă, хыпарсен йышĕпе, ҫĕртме уйăхĕнче кăтарту каллех 9-мĕш вырăнта пулнă.  Аса илтеретпĕр, паянхи куна 12 наци проекчĕпе 50 регион проекчĕ пурнăҫа кĕрсе пырать Чăваш Республикинче.  Проектсене пурнăҫлас ĕҫе Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем – 12-шĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем -26-шĕ кулленех тăрăшаҫҫĕ.  Палăртнă территорисенче пĕтĕмпе регионти 18 проект пурнăҫа кĕрет.  Регион проекчĕсене пурнăҫлама 2022 ҫулта мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пĕтĕмпе 20,1 млрд тенкĕ  пăхса хăварнă. 

Проектсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма, ҫынсен сывлăхне упрама, пурăнма хăтлă условисем йĕркелеме витĕм кӳреҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн ырлăхĕшĕн пулса пыраҫҫĕ мĕнпур палăртса хунă ĕҫсем.

Наци проекчĕсем еплерех пурнăçланнине мониторинг пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тишкернĕ.  Укҫа-тенкĕ пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парĕ: «Этем капиталĕ», «Пурăнма кирлĕ хăтлă хутлăх», «Экономика ӳсĕмĕ» тата ытти те вăй илсе пырасси куҫ кĕретех пулĕ.

 



23 августа 2022
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter