Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни шкултах терроризмран асӑрхаттармалли куна йĕркелесе ирттерме сĕннĕ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни шкултах терроризмран асӑрхаттармалли куна йĕркелесе ирттерме сĕннĕ

Чăваш Республикинчи Оперативлă штабпа террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче вĕрентӳ объекчĕсене терроризм хăрушсăрлăхĕнчен хӳтĕлесси пирки калаçнă.  Палăртнă ларăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Альберт Савинцев ертсе пынă.

«Ачасене патриотла воспитани парас программăна тĕпе хурса кăҫалтан пуҫласа  тăтăшах мероприятисене йĕркелесе ирттерĕпĕр.  Гимн урокĕсем те.  Террора хирĕҫ кĕрешессипе те ҫакнашкал мероприятисене йĕркелесе пыма тăрăшмалла.  Кашни шкулта террора хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă кунсем палăртса иттересси те кун йĕркинчех пулмалла.  Пуҫласа тен малтан уйăхне пĕрре, каярах вара кварталта пĕрре ирттерме те юрĕ», - тесе каланă Олег Николаев.   

Раҫҫей ФСБ Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Альберт Савинцев хăйĕн сăмахĕнче вĕрентӳ учрежденийĕсенче ĕҫлекен яваплă специалистсемпе ытларах та ытларах инструктажсем ирттерме чĕнсе каланă. Тĕрĕслевсем туса ирттернĕ хыҫҫăн хăш-пĕр ҫитменлĕхсене те тупса палăртнине асăннă вăл.  Ҫитес вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе ирттернĕ мероприятисем пирки те кĕскен чарăнса тăнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пĕлӳ кунĕнче тимлĕ пулмаллине, хăрушсăрлăх, асăрхав темисем яланхи пекех малти вырăна тухмаллине палăртнă хăрушсăрлăх службин ертӳҫи.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле вĕрентӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе тăтăшах кирлĕ пек мĕнпур мероприятисене йĕркелесе ирттернĕ. Кăтарту япăх маррине палăртнă ертӳҫĕсем. Вĕренӳ вăхăтĕнче влаç органĕсен объекчĕн террористсенчен сыхланассипе çыхăннă хӳтлĕхне хакланă, çынсен васкавлă эвакуаци вăхăтĕнчи хăнăхăвне çирĕплетнĕ. Командăпа штаб вĕренĕвне явăçтарнă подразделенисен ĕçне ырласа хакланă.

Республикăра террора хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă мероприятисене ирттерме, объектсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 2022 ҫулта пĕтĕмпе 113,7 млн тенкĕ уйăрнă, 2021 ҫулта ку кăтарту – 110,4 млн тенкĕпе танлашнă.  

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви Пĕлӳ кунĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе профилактика ĕҫĕсене тăтăшах ирттерет.    Вĕрентӳ учрежденийĕсем ҫывăхĕнче транспорт таврашне вырнаҫтарма юрамĕ, полици ĕҫченĕсем кулленех сыхă тăрасси те куҫ кĕретех пулĕ.  РФ 2019-2023-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă террора хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă Комплекслă плана пурнăҫа кĕртме хушма мерăсем палăртса хăварнă ҫӳлерех асăннă комиссийĕн ларăвĕнче.  



23 августа 2022
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter