Сыхлăх эмелне яртармалла
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 38 600 ытла çынна «Ковид-19» диагноз лартнă. Халĕ çак чиртен 161 çын сыватмăшра сипленет. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ каллех япăхланса пырать, чирлекенсен йышĕ кунсерен ӳсет. Çавна май вакцинаци ыйтăвĕ те мала тухать. Кун пирки Правительство çуртĕнчи ларура калаçрĕç.
Специалистсем каланă тăрăх, çынсем халĕ чире çăмăлтарах чăтса ирттереççĕ. Сыватмăшсенче выртакансем сахалтарах, çав вăхăтрах килте сипленекенсем – 1843-ĕн. Эрне каяллахи кăтартупа танлаштарсан, икĕ хут ӳснĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ те çывхарать. Апла пулсан сыхлăха упрамалли йĕркесене аса илтерсех тăмалла.
«Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче дезинфекци тумаллине манмалла мар. Сыхлăх эмелне яртарассине вăйлатмалла», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Вăл влаçра тăрăшакансен тата муниципалитетсенче ĕçлекенсен кĕске вăхăтра вакцинаци тутармаллине палăртрĕ. Олег Алексеевич сывлăх сыхлав министерствине эрне вĕçлениччен Чăваш Енри лару-тăрăва тĕплĕн тишкермеллине, кăшăллă вирус вăйлăрах алхаснă вырăнсенче маска тăхăнса çӳремессине пурăçа кĕртмелли ыйтăва пăхса тухмаллине каларĕ. Ачасем шкула çӳреме пуçласан гриппран прививка тутарма тытăнмалли çинчен те каларĕ республика ертӳçи.