"Атăл" ятлӑ батальон доброволецӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ

"Атăл" ятлӑ батальон доброволецӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ

 Хальхи вăхăтра ҫар валли хатĕрленес ĕҫе Чăваш Енрен кайнă яшсем ятарлă палăртнă вырăнсенче Оренбург облаҫĕнче пурнăҫлаҫҫĕ. Каярах вĕсене Украинăна ҫар операцине пурнăҫлама тăратасси те паллă.

Регион Ертӳҫи яшсемпе тата вĕсен командирĕсемпе ҫыхăнăва тухнă.  

«Сирĕнтен кашнине ҫакăн пек пысăк йышăнăва йышăннăшăн пысăк тав.  Ҫакăн пек йывăр лару-тăрура ҫивĕч йышăну турăр.  Эсир патшалăхшăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕҫе хутшăнатăр. Нацизма хирĕҫ кĕрешме тăратăр», тенĕ Олег Николаев.

Олег Николаев яланах Чăваш Ен кирек-епле ыйтăва та татса парассинче пĕрлĕхре пухăнса тĕрĕс йышăну тума пĕлнине асăннă. «Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнче Чăваш Енрен 208 пин ытла ҫын вăрҫă хирне тухса кайнă, Ҫĕршывăмăра сыхланă.  Пирĕн паттăрсене орденсемпе тата медальсемпе чысланă.  Чăваш Енре пурăнакан ҫĕр ытла салтак Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕҫнĕ.  Ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе тыл ĕҫченĕсем те сахал мар вăй хунă», – тенĕ вăл.

Раҫҫей ҫарĕсен йăли-йĕркисене паянхи кун та ҫитĕнекен ăру ҫирĕп тыта пырать.  Чăваш Енĕн паттăр яшĕсем Ҫĕршывăмăра  хӳтĕлессишĕн таса чунпа, яваплăха туйса хăйсене шанса панă ĕҫе пурнăҫлаҫҫĕ. Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ Тольятти хулинчи 21208 –мĕш №-лĕ ҫар чаҫĕн командирĕн ҫумĕ Андрей Новик каланă сăмахсене аса илсе хăварнă. Вăл Александр Старчков РФ Геройĕн тăванĕсене салтакăн Ҫăлтăрне панă чухне каланă сăмахсем пирки чарăнса тăнă, Чăваш Енре чăнласах та, чăн-чăн паттăрсене ҫитĕнтереҫҫĕ тенине тепĕр хут асăнса хăварнă.

«Атăл» ятлă  ҫыхăну батальонĕ  йĕркелесе яни маншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ»,  тенĕ Олег Николаев.  «Эсир паттăрсен йăхне малалла тăсса, Чăваш Ен ҫĕрĕ ҫинче ҫитĕнсе пысăк кăтартусемпе палăратăр», тенĕ вăл.  Нумаях пулмасть, Калуга облаҫĕнче   «Безымянная высота» мемориаллă комплексра Асăну хăмине вырнаҫтарнине палăртнă, ăна 139-мĕш стрелковăй дивизийĕн ҫар ҫыннисене халалланă. Шăпах та, 1943 ҫулта 18 салтак тăшмансене хирĕҫ тăрса парăнтарнă. Вĕсене валли ятарлă юрă та хывнă.

Салтаксемпе канашланă вăхăтра Олег Николаев патшалăх енчен куҫарса паракан социаллă пулăшусем пирки те чарăнса тăнă.  Пирĕн хăш-пĕр йышăнусем пурнăҫа та кĕчĕҫ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Сирĕн ачасем шкулсенче икĕ хут кунне тӳлевсĕрех апатланĕҫ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине сирĕн кашни ачисене парĕҫ», – тесе хыпара пĕлтернĕ Олег Николаев.    Пĕр сăмахпа каласан, паттăрсен ҫемйисене патшалăх енчен пулăшусем куҫасси куҫ кĕретех, вĕсен ачисене те пысăк тимлĕх уйăрма шантараҫҫĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  салтаксен мĕнпур ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, хăйсен ирĕкĕпе  яваплă ĕҫ тума хутшăнакансене асăнмалăх парне парса чысланă. «Тивĕҫлĕ пулма сунатăп. Паян Ҫĕршыва хӳтĕлекенсем пек хастарлă пулма, хамăрăн несĕлĕмĕрсен, йăхсен чысне малалла тăсма сĕнетĕп», – тесе пехил парса ăсатнă ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫлама паттăрсене республика Пуҫлăхĕ.     

 



24 августа 2022
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter