Палăртнă мĕнпур шкулсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне туллин хатĕр

Палăртнă мĕнпур шкулсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне туллин хатĕр

Вĕрентӳ учрежденийĕсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе ҫитни пирки ыйтăва хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тимлекен регионти Комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă.  Палăртнă ларăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне пĕтĕмпе 791 вĕренӳ учрежденийĕ хатĕрленсе ҫитни пирки палăртнă ларăва пухăннисем.  «Ятарлă комисси пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан вĕсем пурте хатĕр ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Лукшин.  «Тĕрĕслев ҫав тери ҫивĕч иртнĕ.  Кадр ыйтăвĕсене те пăхса тухнă, шкулсенчи пурлăхпа техника базине те тĕрĕслев туса ирттернĕ. Пĕр сăмахпа каласан мĕнпур тытăма ҫивĕч пăхса тухнă.   Хăрушсăрлăх теми те малти вырăна тухнă. Видеосăнавсене вырнаҫтарнине те тимлĕхе илнĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăра вĕрентӳ учрежденийĕсем хатĕррине те тишкернĕ», - тенĕ ведомство ертӳҫин  пĕрремĕш ҫумĕ.  «Ачасен апатланăвне епле йĕркелесе пырасси ыйтăва та  тĕрĕслеве илнĕ.  Мĕнпур ҫивĕч ыйтусене ҫирĕп пăхса тухнă комиссийĕн пайташĕсем», - тенĕ вăл.

Вĕрентӳ тытăмĕнчи шкулсене тĕпрен модернизацилеме кăҫал 31 шкула палăртнă. Вĕсене тĕпрен ҫĕнетнĕ. Кăçалхи çул фасад ĕçĕсене, ҫивĕттисене улăштарнине, урайсене çĕнетнине, видеонаблюденисем тата пушар сигнализацийĕсене çĕнĕ требованисемпе лартнине хыпарланă.

Федераци хыснинчен объектсене ҫĕнетсе улăштарма пĕтĕмпе 2,3 млрд тенкĕ уйăрнă.    

Шкул автобусĕсене те кулленех ҫĕннисемпе улăштарса пыраҫҫĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенче.  Кăҫал калăпăр, пĕтĕмпе виҫĕ автобус туяннă, вĕсене валли 15 млн тăкакланă.  Кăҫалхи ҫул ҫулталăк вĕҫлениччен федераци бюджетĕнчен уйăракан укҫа-тенкĕпе тата та 55 шкул автобусĕ пирĕн региона килсе ҫитесси планра пур. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ.   

Шкулсемпе аслă вĕренӳ учрежденийĕсенче тата ытти объектсенче террора хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă профилактика ĕҫĕсене те тăтăшах йĕркелесе ирттернине палăртнă ведомство ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ, ятарлă специалистсемпе инструктажсем ирттернине хыпарланă вăл.  

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ управленийĕн пуҫлăхĕ Елена Сахарова хăйĕн сăмахĕнче террора хирĕҫ кĕрешессипе йĕркелесе ирттернĕ мероприятисене туллин пурнăҫа кĕртме кăҫал бюджетран 33 млн тенкĕ уйăрнине палăртнă. Шкулсен хӳмисене ҫĕнетме тата ытти хушма ĕҫсене пурнăҫа кĕртме тăкакланнине асăннă вăл.  Хушма укҫа-тенкĕ уйăрни пирки те чарăнса тăнă управленийĕн пуҫлăхĕ. Ача сачĕсемпе шкулсенче пĕр сăмахпа каласан, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли ыйтусене туллин пурнăҫанине асăннă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче кивелсе ҫитнĕ шкулсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем пурнăҫласа пымалли плана кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.   Ҫитес ҫулсенче вăл объектсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма хушнă Пуҫлăх.   «Енчен те эпир ҫитес пĕр-икĕ ҫул хушшинче шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене тумалли плана кĕртме пăхса хăваратпăр пулсан, паянхи пурнăҫ таппинче вăл шкулсенче хушма юсав ĕҫĕсене тен туни те вырăнлах мар пулĕ. Пур-пĕрех   вĕсене аркатса, ҫĕнĕрен тĕпрен юсав ĕҫĕсене тума тивет, мĕнпур базăна паянхи пурнăҫ ыйтакан стандартсене пăхăнса ҫĕнетсе пымалла.  Ҫавăнпа та тĕплĕн объектсене пăхса тухмалла.   Пирĕн тепĕр тесен, икĕ-виҫĕ ҫуллăха валли йышăннă ĕҫ планĕ те пур.  Ҫавăнпа та вĕсене тĕпе хурса, тăкаксене те шайлаштарса пыма тăрăшмалла.  Паян ҫĕнетнĕ хăш-пĕр пайсене, ҫитес вăхăтра пăсса тăкни вырăнлах мар пулĕ, укҫа-тенкĕне усăсăрах тăкаклани анчах пулса тухĕ.  Бюджет укҫи-тенкипе тухăҫлă усă курмалла, кирлĕ-килĕ маршăнах тăкакланни пачах та аван мар», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Сăмах май, ҫитес ҫулсенче регионта 142 шкула тĕпрен юсав ĕҫĕсем туса ирттермеллине каласа хăварнă.  

Ларăва пухăннисем республикăри  муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи  пĕрлехи дежурнăй диспетчер службисем пирки те чарăнса тăнă. «Асăннă служба пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.  Кун пек чухне пĕр-пĕрин хыпарĕсемпе те туххăмрах паллашма май пур.  Паянхи куна илес пулсан,  асăннă ĕҫе питĕ хастар йĕркелесе янă.  Пĕрлехи концепци ĕҫне йĕркелесе яни те вырăнлă, «Хăрушсăрлăх хула» АПК тытăмĕ те йĕркеллĕ пулса пыни лайăх», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



24 августа 2022
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter